Сувар

Пурнӑҫ ҫӑмӑллӑхӗсемпе кӑмӑллӑ районсем

Транспорт тивӗҫтерӗвӗпе пуринчен те ытла Апас (90,9%), Пӑва (78,8%) тата Ҫарӑмсан (76,5%) районӗсенче пурӑнакансем кӑмӑллӑ.

Тутарстанра пурӑнакан 10 пин ытла ҫын вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ӗҫӗ пирки ирттернӗ ыйтӑма хутшӑннӑ. Пӗтӗмӗшле илсен шыв тивӗҫтерӗвӗпе ыйтса пӗлнӗ ҫынсенчен 72,4 %
кӑмӑллӑ.
2019 ҫулта вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен тата халӑха услугӑсемпе тивӗҫтерекен организацисен ӗҫӗн эффективлӑхне я республикӑри кашни район ҫыннисем хутшӑннӑ.
Транспорт тивӗҫтерӗвӗпе пуринчен те ытла Апас (90,9%), Пӑва (78,8%) тата Ҫарӑмсан (76,5%) районӗсенче пурӑнакансем кӑмӑллӑ.
Вӗсем патӗнче ҫулсем лайӑх тесе Саба (93,2%) Кайпӑҫ (91,8%) тата Ҫӗпрел (86%) районӗсенче пурӑнакансем шутлаҫҫӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен электроэнерги тивӗҫтерӗвӗпе ыйтса пӗлнӗ ҫынсен 89,2 %, газпа тивӗҫтернипе – 94%, ӑшӑпа тивӗҫтернипе —78,3 % кӑмӑллӑ. Электроэнерги пахалӑхӗпе пуринчен те ытларах Мӗслӗм районӗсем (100%), газ тивӗҫтерӗвӗпе ҫӗпрелсем (99,1%), ӑшӑпа тивӗҫтерессипе аксусем (100%) кӑмӑллӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: