Сувар

Пурӑнать-ха пӗчӗк ял!

Хальхи вăхăтра колхозӗ те саланнă, шкулӗ те çук. Чăваш ачисем кӳршӗллӗ Родники мăкшă ялне çӳреççӗ

 ПУРĂНАТЬ-ХА ПӖЧӖК ЯЛ!
Алексеевски районӗнчи Тикăн тăрăхӗнче Заял, Аслă Турьял (Большие Тиганы), Вăтам Турьял (Средние Тиганы) тата Чикан Пăлак ялӗсем вырнаçнă. Чикан Пăлак – чăваш ялӗ.
Пăлак чăвашӗсен калаçăвӗ урăхларах тенине илтнӗччӗ, вара ял çыннисемпе курса калаçас шухăш çуралчӗ. Пăлак ялне çитичченех асфальтлă çул, ял урамӗсене вак чул сарнă. Пылчăк çăрасси çук. Кунта 1930 çулта шкул уçăлнă, «Карл Маркс» ятлă колхоз йӗркеленнӗ. Хальхи вăхăтра колхозӗ те саланнă, шкулӗ те çук. Чăваш ачисем кӳршӗллӗ Родники мăкшă ялне çӳреççӗ. Пуçламăш класра чăваш чӗлхине вӗрентеççӗ. Çак çулсенче ялта çӗнӗ клуб туса лартнă. Мана клуб ертӳçи Вера Петровна Ульдюкова кӗтсе илчӗ. Клубра чăвашсен аваллăхне кăтартакан музей йӗркеленӗ, «Шурăмпуç» фольклор ушкăнӗ те ӗçлет. Унта Н.Сапожникова, О.Маркова, Н.Степанова, З.Никитина, Ю.Отиева хастар хӗрарăмсем юрлама çӳреççӗ. Пурăнать-ха пӗчӗк ял!
Вера Петровнăпа иксӗмӗр ялти 90 çула çитнӗ ватă çын Вера Афанасьевна Сапожникова килӗнче пултăмăр. Çулӗсем​ сахал мар пулин те куçӗ те лайăх курать, хăлхи те илтет. Хăй пурнăçӗ çинчен каласа пачӗ. Вăл 1929 çулта çак ялта çуралнă, кунтах ӗмӗрне ӗмӗрленӗ. Пурнăçӗ çăмăл пулман. Колхоз ӗçӗнче вăй хунă. Вăрман каснă, вăкăр кӳлсе çӳренӗ, килти ӗнене те кӳлме тӳр килнӗ. Çунашка туртса инçе çула тухни те пулнă. Мăшăрӗпе 5 ача çитӗнтернӗ.
Çак вырăна Пăлак ятлă чăваш килсе ял пуçласа янине калать. Юнашарах Пăлак ятлă юханшыв юхса иртет. Иртнӗ ӗмӗр вӗçӗнче ял çыннисем çакăнта пӗве пӗвеленӗ чухне бульдозер çӗр чавма пуçласан çын шăммисем тухнине курнă. Вилтăприсене тӗрӗслеме археологсем килнӗ. 2-3 вилтăприне чавса кăларнă. Кӗлеткесенче пӗр алли кăкăр çинче, тепри – пӳ тăрăх выртнă. Археологсен пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх, кунта VI ӗмӗрти тӗрӗк-пăлхар​ çыннисене пытарнине палăртнă. Ял çыннисем çурт тунă чухне никӗс чавнă чух та çын шăммисене тупнине калаççӗ.
Чун туртмасан та, юн туртать теççӗ. Пăлак ятлă чăваш та авал хăй тăхăмӗсем пурăннă вырăнах килсе ял пуçласа янă. Ватăсем каланă тăрăх, 1734 çулта Самар тăрăхӗнчен Пӳлер еннелле 6 лавпа чăвашсем тухса килнӗ (выçлăхран тарса е тӗн пусмăрӗнчен).
Вӗсем 3 хир, 3 вăрман урлă каçса тырă пулнă​ вырăнсене çитсе чарăннă. Çывăхра Сив çăл (хальхи Анат Тутар Майни тата Чăваш Майни ялӗсем) тутар ялӗ пулнă. 5 лав çинче ларса пыракан çемьесем: Уçка, Емель, Кайнулла, Пикмулла, Паймулла тутар ялӗнче ӗçлесе хырăм тăрантарма юлнă. 6-мӗш лав çинче пыракан Пăлак ятлă чăваш тутар ялне юлма килӗшмен, малалла кайнă. Пӗр çырма патне çитсен урапи ваннă, лаши те ывăннă. Вăл çакăнта чарăнса Пăлак ялне пуçласа янă. Юханшыв ячӗ те Пăлак.
90-ри Вера Афанасьевна калакан сăмахсем тӗлӗнтерчӗç. Вăл «ш» саспалли вырăнне «с» калать. Кушак – кусак, шыв – сыв, кишӗр– кисӗр, кăшман – кăсман... Ку пӗр çын​ калаçăвӗ кăна мар, ялӗпех çапла калаçнă. Тен, çакăн евӗр калаçакансем Самар, Чӗмпӗр тăрăхӗнче тата пур пулӗ. Пăлаксем шкулта çырулăха вӗренме тытăнсан кăна литература чӗлхипе калаçма пуçланă.
Калаçу чӗлхи вăрах аталанать. Чӗлхе аталанăвне этимологи науки тӗпчет. Сӗм авалах чӗлхери ч, ш, ы саспаллисем пулман-ха. Вӗсем çулсем иртсен кӗнӗ. Чăваш чӗлхинче вӗсен вырăнне «и», «у», «ӳ», «ç», «с» сасăсем пулнă. Хурăнташ тутар чӗлхине илсен, тӗслӗхрен, «ă» саспалли алфавитра пулмасан та «ы» сасса «ă» евӗрлӗ калаççӗ.
Литература чӗлхинче диалект сăмахӗсем çухалса пыраççӗ. Пӗр-пӗр çыравçă хайлавӗнче кăна асăрхама пулать. Ăçтан пулса кайнă тетпӗр «чăваш» сăмах? Историре «сăвас», «сувас», «сувар», «сăвар» сăмахсене тӗл пулатпăр. Пăлак ялӗнчи калаçу уйрăмлăхӗсене шута илсен пӗтӗмлетӳ тума пулать. Вӗсен «ш» сасă вырăнне «с» калаççӗ. Сăвас-чăваш, сувас –су (шыв) ас-(аслă), аслă шыв çынни пулать. Сувар – сув (шыв)- ар (çын) е (йăх)- шыв йăхӗ, шыв çынни. «Шыв» сăмаха «сув», «сăв» теме пултарнă.
Эпӗ Александр Никонович Семенов таврапӗлӳçӗн «Тайны старины глубокой» кӗнекине кăмăлласа вулатăп. Чăваш халăхӗшӗн питӗ кирлӗ ыйтусем хускатнă. Унăн хăюлăхӗ малалла та хӗрсе пытăрччӗ. X ӗмӗрте Атăлçи Пăлхар патшалăхне килсе кайнă араб элчи Ибн Фадлан чăваш чӗлхине пӗлме пултарайман. Çак çӗршывра 2 уйăх хӗллеччен пурăнма ирӗк илнӗ. Хӗл çитиччен пурăнас тенине «Хӗллечче» çырма ячӗ тесе каланă. Араб (мăсăльман) тӗнне, чӗлхине, çырулăхне йышăниччен Атăлçи Пăлхарстанра патшалăх чӗлхи чăваш чӗлхи шутланнă. Хальхи вăхăтра чăваш чӗлхи çинче тӗпчев туни тӗрӗсрех пулӗ тетӗп. Сăмахсен чăн пӗлтерӗшне шыраса тупасчӗ. «Сасăсен ылмашăвне шута илменни этимологире йăнăш патне илсе пырать», – тенӗ.

Лидия УГАХИНА,
таврапӗлӳçӗ.
Алексеевски районӗ.
И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ.
 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: