Сувар

Пушар хыпарлавçисене нумай ачаллă çемьесем патне вырнаçтарӗç

ТР Президенчӗн хушăвӗппе ку çуркунне руспубликăра 84 пин ытла пушар извещателӗ вырнаçтарӗç.

Тутарстанра нумай ачаллă çемьесеп пурăнакан хваттерсене пушар извещателӗсем лартас ӗç пуçланнă тесе пӗлтерет Раççей Чрезвычайлă ситуацисен министерствин Тутарстанри Тӗп управленийӗн пресс-служби.  

«Рустам Минниханов хушăвӗпе республика бюджетӗнчи укçасемпе ку çуркунне 84 пин ытла пушар извещателӗ вырнаçтарӗç. Нумай ачаллă çемьесемшӗн ку тӳлевсӗр пулать», – тесе пӗлтернӗ ведомствон пресс-службинче.  
МЧС ӗçченӗсем акцие ирттерме паянах тытăннă ӗнтӗ. Вӗсем виçӗ пӗчӗк ача ӳстерекен çемьен хваттерне килнӗ.

Хăтаруçăсем хваттерте пушар извещателӗсене вырнаçтарнă, вӗсем  мӗнле ӗçлени çинчен каласа панă. Çемье пуçӗ вӗсене тав тунă, вăл çак датчиксем питӗ усăллă пулнине палăртнă, уйрăмах нумай çын пурăнакан çуртсенче.

«Пирӗн вӗт ачасем! Нумай хваттерлӗ çуртра темӗн те пулма пултарать. Эпир çак пушар извещателӗсене хамăр туянасшăнччӗ. Çак прибора пурин те вырнаçтарсан юрать», – пӗтӗмлетнӗ çемье пуçӗ.

«Татар-Информ» материалӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: