Сувар

Пушкăртстансем регионсенчи чӑваш автономийӗсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашаҫҫӗ

Ҫула май нумай илемлĕ хуласенче пулса курчӗҫ вӗсем

Пӗр уйӑх каярах Пушкӑрт Республикинчи чӑвашсен Пӗрлешӗвӗ йӗркеленипе туристсен пӗр ушкӑнӗ Крымра пулса курчӗ. Крым тата Севестполь хулинчи ЧНК элчин тивӗҫне пурнӑҫласа пыракан Андрей Васильевич Яковлев пулӑшнипе тӗрлӗ-тӗрлӗ экскурсисенче пулса - Ялта, Алушта, Симферополь, Бахчисарай. Феодосия, Керчь хулисенче пулса унти илемлӗ вырӑнӗсемпе паллашрӑмӑр, Хура тинӗс ӑшӑ шывӗнче чӳхенсе килентӗмӗр. Паян вара, Пушкӑртран туристсен ҫӗнӗ ушкӑнӗ тата ҫулҫӳреве тухнӑ. Хальхинче Фёдор Васильевич Кузьмин, Пушкӑртстанри ЧНКан элчи, унти чӑвашсен Пӗрлешӗвӗн ертӳҫи пысӑк делегаципе Питере ҫул тытни ҫинчен пӗлтерет Чӑваш Наци Конгресӗн пресс-служби.

Ҫула май вара нумай илемлӗ хуласенче пулса курӗҫ вӗсем. Ӗнер, ҫӗрле ҫеҫ Чулхулана (Нижний Новгород) килсе ҫитнӗ пулсан та, ывӑннине туймасӑр (пин километр ытла ҫул ҫинче пулнӑ) пурте каҫхи хулапа паллашма кӑмӑл тунӑ. Экскурсине вара вырӑнти чӑвашсен наципе культура автономи ертӳҫи Алина Петровна Артемьева питӗ интереслӗ те кӑмӑлтан ертсе пычӗ. Тав сӑмахӗсем калатпӑр эпир ӑна. Ҫуран утса Чулхулан Кремльӗпе паллашрӑмӑр (шалта пулса кураймарӑмар, шел). Ҫакӑнта Совет Союзӗн халӑх артисчӗ, паллӑ актёр Евгений Евстигнеев кун ҫутти курнӑ. Тата нумай паллӑ ҫынсем ҫуралса ӳснӗ, е ӗҫленӗ кунта. Тӗслӗхрен, писатель Максим Горький, лётчик Валерий Чкалов тата ыттисем те. Паян вара ҫулҫӳревҫӗсем Мускав урлӑ тепӗр илемлӗ, анлӑ историллӗ хулана ҫитӗҫ - Великий Новгорода. Унтан вара Питер те инҫех юлмасть. Раҫҫейӗн иккӗмӗш тĕп хулинче 5 каҫ хӑналансан эпир вара чӑвашсен тӗп хулине Шупашкара ҫитсе 550 ҫул уявне курма ӗмӗтленетпӗр. Репортаж малалла пырать. 

Фёдор Кузьмин, Пушкӑртстан, Ҫтерлӗ. 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: