Сувар

Путин хушнипе çӗнӗ конкурс тапранать

Хутшăнакансем мартăн 16-мӗшӗччен регистрациленме пултараççӗ. Икӗ уйăх хушшинче, мартран апрельччен вӗсем конкурс сайтӗнчи дистанци тапхăрӗнчи заданисене пурнăçлӗç

РФ Президент Администрацийӗн ертӳçин пӗрремӗш çумӗ Сергей Кириенко пӗлтернӗ тăрăх, «Раççей – пултарусен çӗршывӗ» платформăн никӗсӗнче пулас политиксемпе саккун кăларакансем валли çӗнӗ «Раççей лидерӗсем. Политика» конкурс тапраннă.

Çак конкурс обществопа политика ӗçӗпе аппаланас, влаç органӗсене суйланас текенсем валли тесе палăртнă Кириенко пресс-брифинг вăхăтӗнче.

«Раççей лидерӗсем» конкурспа танлаштарсан, конкурсантсене темиçе урăхла компетенципе хаклаççӗ – социаллă яваплăх тата социаллă ӗç багажӗ,  çаксем хутшăнакансен пулмаллах.

«Хутшăнакансем мартăн 16-мӗшӗччен регистрациленме пултараççӗ. Икӗ уйăх хушшинче, мартран апрельччен вӗсем конкурс сайтӗнчи дистанци тапхăрӗнчи заданисене пурнăçлӗç», – тесе пӗлтернӗ автономилле коммерциллӗ мар «Раççей пултарусен çӗршвӗ» организацин генеральнăй директорӗ Алексей Комиссаров.     

Конкурсра Владимир Путин Президент хушăвӗпе ирттереççӗ. Унта регистрациленме тата проектпа туллин паллашма политическиелидеры.рф сайтра пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: