Сувар

Пысăк савăнăç вӗт парне илме!

Кивĕ Ильтрекел вăтам шкулти çамрăк инспекторсен юхăмĕн команди ĕçсĕр лармасть: садикри ачасем патне çитмелле, шкулти тата районти мероприятисенче те хутшăнмалла, плакатсемпе ӳкерчĕксем кăлармалла... Çул çинчи хăрушсăрлăх çинчен кашни ачан тĕплĕн пĕлмелле, пурнăçран хакли çĕр çинче нимĕн те çук!

Шкул пурнăçĕ ирех пуçланать… Уроксем, переменăсем, праçниксем, тĕрлĕ мероприятисем, конкурссем… Акă  пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче Кивĕ Ильтрекьелӗнчи вăтам шкулти ЮИД (çамрăк  инспекторсен юхăмĕ) команди «Светофор» ирех ĕçпе канăçсăрланать. Ачасем пысăк мероприяти ирттерме шутланă. Вӗсен ертӳçи педагог-организатор Людмила Михайловна Морозова командăн ĕç планне тепĕр хутчен тĕрĕслесе тухрĕ.

Чĕннĕ хăнасем килсе кĕчĕç: Гималтдинова Г.Х. - ГБУ БДД Нурлат хулинчи профилактика пайĕн начальникĕ, Семёнов А.С. полици лейтенанчĕ ДПС ОГИБДД ОМВД Аксу районĕнчи инспекторĕ, Мартынова Т.А. – Аксу муниципаллă службин право специалисчĕ. Хăнасем пуш алăпа килмен: вĕсен сумка тулли парнесем, кĕнекесем, салатса памалли буклетсем...

Команда ирпе ирех çул çине рейд ирттерме план турĕ: хĕрарăм-водительсене çитес 8-мĕш март праçникĕпе саламласа открыткăсем парнелесшĕн. Парнесене 3-мĕш класра вĕренекенсем хăйсен аллисемпе ăсталанă. Полици лейтенанчĕ Семёнов А.С. “Светофор” командăри ачасене çул çинчи хăрушсăрлăх çинчен асра тытмалли пирки  асăрхаттарчĕ.

Акă çул çинче çăмăл машинăсем курăнма пуçларĕç. Руль умĕнчи хĕрарăмсене ачасем ăшă сăмахсем каласа çитес çурхи уяв ячĕпе саламларĕç. Çакă автоледисемшĕн кĕтмен парне пулчĕ! Чарнă машинăсенчи пур хĕрарăмсене те ачасем ăшă сăмах каласа савăнтарчĕç!

Каярахпа «Светофор» команди 3-мĕшпе 4-мĕш класра вĕренекенсен хушшинче брейн-ринг  ирттерчĕ.  Аслă вăрçăн  Çĕнтерӳ кунĕ 75 çул тултарнă тӗле халалланă ку мероприятие. Темĕн тĕрлĕ ĕçсемпе ăмăртрĕç кĕçĕн класра вĕренекенсем: мультпаттăрсене пулăшмалла, ыйтусене хуравламалла, çулçӳреçĕсен йăнăшĕсен те тупса тĕрĕс ăнлантармалла, ребуссен тупсăмĕсене тупмалла...

  Пĕтĕм вăйран тăрмăшрĕç “Светофор” тата “Йăлтăркка” командăсем. Çĕнтерӳçĕ 4-мĕш класс пулчĕ (класс ертӳçи Горбунова Н.И.), 3-мĕш класра вĕренекенсем те вĕсенчен кая юлмарĕç (класс ертӳçи Терентьева В.М.),   Г.Х.Гимальтдинова  ачасене грамотăсем пачĕ. Çĕнтерӳçĕсене сĕтел çинче вылямалли хоккей вăййи парнелерĕ. Кашни ачан аллисем парнесемпе тулчĕç. Темĕн тĕрлĕ парнесемпе савăнтарчĕç ачасене хăнасем. Пысăк савăнăç вĕт парне илме!  

Кивĕ Ильтрекел вăтам шкулти çамрăк  инспекторсен юхăмĕн команди ĕçсĕр лармасть: садикри ачасем патне çитмелле, шкулти тата районти мероприятисенче те хутшăнмалла, плакатсемпе ӳкерчĕксем кăлармалла... Çул çинчи хăрушсăрлăх çинчен кашни ачан тĕплĕн пĕлмелле, пурнăçран хакли çĕр çинче нимĕн те çук! Çул çинче сыхланасси-кашни çыннăн тĕллевĕ!

Людмила МОРОЗОВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: