Сувар

Пысăк юбилейре анимаци те ытлашши пулмӗ

Яш-кӗрӗме тата мӗнле илӗртме пулать истори патне? Акă меслетсенчен пӗри.

ТР Наука академийӗн Истори институчӗ ТАССР çӗрçуллăхне халалланă анимациллӗ ролик туса хатӗрленӗ.

«Наукăллă ролика çăмăл популярлă стильпе тунă, вăл Интернетпа активлă усă куракан çамрăк çынсем валли. Çавăнпа та унта хальхи культурăпа çыхăнтарнă самантсем нумай, мемсем, эмодзисем тата ытти те», – тенӗ «Татар-информ» йӗркеленӗ пресс-конференцире Ш.Марджани ячӗллӗ Истори институтӗнчи Дисциплинăсем хушшинчи çыхăнусене тӗпчекен уйрăмăн ертӳçи Бахтияр Измайлов.

10 минутлă роликра Тутарстан аталанăвӗн тӗп тапхăрӗсене илсе кăтартнă. Ку вăл 20 ӗмӗр пуçламăшӗнче тутарсен хушшинчи общество улшăнăвӗсем, 1917 çулхи революци, 1990 çулхи августăн 30-мӗшӗнче ТАССР Аслă Канашӗн Председателӗ, каярах ТР пӗрремӗш Президенчӗ пулса тăнă Минтимер Шаймиев патшалăх суверенитечӗ çинчен Декларацие алă пусса çирӗплетни тата республикăри хальхи улшăнусем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: