Сувар

Раҫҫейӗн спорт министрӗ Хусана килет

Хальлӗхе вӑл Шыв спорчӗн тӗсӗсен керменне тата Олимп резервӗн училищине ҫитсе курасси паллӑ. 

 Октябрӗн 12-мӗшӗнче Хусана ӗҫпе РФ спорт министрӗ Павел Колобков килмелле. Федераллӑ ведомство пуҫлӑхӗ Тутарстана тӑтӑшах киле пуҫларӗ. Павел Анатольевич ҫулсерен республикӑри пысӑк мероприятисене хутшӑнать. ТР тата РФ спорт министерствисем тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени Тутарстан Республикинче физкультурăна аталантарас ӗҫе вӑйлатать, спорт инфраструктуре сарма пулӑшать. 

Хусанта Павел Колобков Рустам Миннихановпа тӗлпулӗ, ҫавӑн пекех "Спорт тата социаллӑ проектсен дирекцийӗн" Сӑнав канашӗн ларӑвне хутшӑнӗ. 

РФ спорт министрне Хусанти пысӑк спорт учрежденийӗне кӑтартса ҫаврӑнӗҫ. Вӗҫӗнче тренировкӑсемпе ӑмӑртусем ирттерекен тренерсемпе спортсменсен ведомство ертӳҫипе тӗлпулса калаҫма, хумхантаракан ыйтусем пама май пулать. Хальлӗхе вӑл Шыв спорчӗн тӗсӗсен керменне тата Олимп резервӗн училищине ҫитсе курасси паллӑ. 

Каҫхине Павел Колобков Гимнастика центрӗнче бадминтонпа юниорсен (19 ҫула ҫитиччен) хушшинче иртекен Тӗнче первенстви мӗнле иртнине курма килӗ. Унта министр Пӗтӗмтӗнчери бадминтон федерацийӗн президенчӗпе Поуль-Эрик Хёйер Ларсенпа тӗлпулӗ. 



 

Теги: cпорт
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: