Сувар

Республика ертӳçи «Мобильлӗ суйлавçăпа» усă курнă

2,9 миллион çынран 18.00 сехет тӗлне республикăра 58,10 процент сасăланă.

Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсен улттăмӗш пухăвӗшӗн «Мобильлӗ суйлавçă» майӗпе сасăланă. Кун пирки «Татар-информ» журналистне Хусан Кремлӗн официаллă представителӗ Лилия Галимова пӗлтернӗ.

Республика ертӳçи паян кăнтăрлаччен сасăланă.  Çак вăхăтра граждан тивӗçне ТР Патшалăх Канашçи Минтимер Шаймиев, ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин пурнăçланă.  

Аса илтеретпăр: паян, сентябрӗн 8-мӗшӗнче ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсен VI пухăвӗн суйлавӗ пырать. Пӗтӗмпе республикăра 2281 суйлав участокӗ ӗçлет. 2,9 миллион çынран 18.00 сехет тӗлне республикăра 58,10 процент сасăланă. Муниципаллă йӗркеленӳсенчен малта Апас районӗ 92,17 процентпа пырать. Иккӗмӗш вырăна Кайпăçпа Атня районӗсем пайланă, вӗсен – 91,94 процент.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: