Сувар

Республика пульницине никам та хупман, хупма шутламаҫҫӗ те

Соцсетьсенче тата WhatsApp месенджерта саракан информаци суя, теҫҫӗ ТР Минздравӗн Пресс-службинче.


РКБ-на хупни ҫинчен соцсетьсенче сӑрӑлнӑ информаци тӗрӗс мар. 
Ҫакӑн ҫинчен Тутарстанӑн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтерет. Канмалли кунсенче пульница яланхи режимпа ӗҫлет, йышӑнупа диагностика уйрӑмӗсем мӗн пур килекене йышӑнаҫҫӗ.

Соцсетьсенче тата WhatsApp месенджерта саракан информаци суя, теҫҫӗ ТР Минздравӗн Пресс-службинче.
Министерствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, пульницара ОРВИ ӳснине пула Роспотребнадзор требованийӗпе ятарлӑ режима пӑхӑнаҫҫӗ, курма килекенсене палатӑсене кӗртмеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра реанимацире йывӑр чирлӗ пациентсене пӑхакансем валли ун пек чару ҫук.
Каласа хӑвармалла, Раҫҫейре 2019 ҫулхи март уйӑхӗнчен информаципе телекоммуникаци уҫлӑхӗнче фейклӑ (суя) хыпарсемпе пӗлтерӳсене сарнӑшӑн административлӑ яваплӑх кӗтет.
Унсӑр пуҫне, общество вырӑнӗсенче коронавирус темипе шӳтлесе ҫынсене улталама хӑтланнишӗн уголовнӑй явап тыттараҫҫӗ.
Февраль пуҫламӑшӗнче Мускавра имӗш коронавирус приступӗ пулнине кӑтартакан пранкера юлташӗсемпе пӗрле метрора тытса чарнӑ. Мыскараҫӑ пирки «Хулиганство, совершенное группой лиц по предварительному сговору» статьяпа уголовнӑй ӗҫ пуҫтарнӑ. Ҫав ҫамрӑка 7 ҫула хупма пултараҫҫӗ.

Реклама

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: