Сувар

Республикăсен юбилейӗсене халалласа велочупу иртнӗ

Йӗркелекенсем çак мероприятие ăмăрту пек туман, унта хутшăнасси ирӗклӗ. Велочупăвăн тӗп тӗллевӗ – дистанцине пӗрле, пӗр-пӗрне пулăшса иртесси.

Пӗтӗмраççейри электропрофсоюз, Чăваш автономи облаçӗ тата ТАССР 100-шер çул тултарнине халалласа «Çӗр çухрăм – мӗншӗн тесен эпир пӗрле» ятлă велочупу йӗркеленӗ. Унта Чăваш тата Тутар республикисенчи велосипедистсемсӗр пуçне Киров, Волгоград тата ытти облаçсенчи спорта юратакансем те хутшăннă, ытларах Шупашкарти профсоюз организацийӗсен представителӗсем.

100 километрлă маршрут кӳршӗ республикăри Комсомольскинчен пуçланса пирӗн республикăри Пăва районӗнчи Хăят ялӗнче вӗçленнӗ. Спортсменсем çула июлӗн 19-мӗшӗнче 9.00 сехетре
Йӗркелекенсем çак мероприятие ăмăрту пек туман, унта хутшăнасси ирӗклӗ. Велочупăвăн тӗп тӗллевӗ – дистанцине пӗрле, пӗр-пӗрне пулăшса иртесси. Мӗншӗн тесен пӗччен çак çула çӗнтерме питӗ йывăр.
Çула май велосипедистсем Чăваш Республикинчи тата Тутарстанри профсоюзсен пайташӗсемпе, район администрацийӗсен представителӗсемпе тӗлпулнă.
 
Сăнӳкерчӗксем Каçал райадминистрацийӗн сайтӗнчен

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: