Сувар

Руслан Аушев афган ветеранӗсене чысланӑ ҫӗре хутшӑнӗ

Февралӗн 15-мӗшӗнче ирхине 9.00 сехетре Хусанти Ҫӗнтерӳ паркӗнче Совет ҫарӗсен контингентне Афганистанран кӑларнӑранпа 31 ҫул ҫитнине халалласа митинг иртет.

ТР Президенчӗ Рустам Минниханов Хусан Кремлӗнче Афганистан территорийӗнчеи ҫапӑҫусенче палӑрнӑ интернационалист-салтаксене наградӑсем парса чыслать.

Ҫак церемоние СНГ Правительствисен пуҫлӑхӗсен Канашӗ ҫумӗнчи интернационалист-салтаксен Комитечӗн Председателӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ Руслан Аушев та хӑна пулса хутшӑнӗ.
Уяв Хусан Кремлӗнче февралӗн 15-мӗшӗнче иртӗ. Унта патшалӑх наградисемсӗр пуҫне вӑрҫӑран инвалид пулса таврӑннӑ салтаксене автомобиль уҫҫисене те пама палӑртнӑ.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: