Сувар

Рустам Минниханов пуçарăвӗпе

10 ҫулхи ӗҫӗн пӗтӗмлетӗвӗсене хӑй ҫинче Тутарстанра пурӑнакан кашни ҫын туйрӗ-тӗр

Рустам Минниханов Президент пуҫарӑвӗпе 10 ҫул хушшинче Тутарстан Республикинче пурнӑҫӑн мӗн пур сферинче 100 программӑпа проекта ӗҫе кӗртнӗ. 10 ҫулхи ӗҫӗн пӗтӗмлетӗвӗсене хӑй ҫинче Тутарстанра пурӑнакан кашни ҫын туйрӗ-тӗр. Ҫӗнетнӗ пульницасем, тунӑ шкулсем, ачаллӑ ҫемьесене панӑ тӗрев, спорт обьекчӗсем, кашни районра канма хӑтлӑ парксем, скверсем, ҫырансем, паха ҫулсем – ҫакна веҫех тӗрев проекчӗсем тата аталану программисем пулӑшнипе тунӑ. Раҫҫей регионӗсем хушшинче Тутарстан нумай хваттерлӗ ҫуртсене юсама пӗрремӗш тытӑнчӗ. Капремонт тунӑ ҫуртсенче пӗтӗмпе 1,9 млн ҫын пурӑнать. Капиталлӑ юсав программи малалла тӑсӑлать – ҫулсерен 1000 ытла нумай хваттерлӗ ҫурт тӑвӑнать. Рустам Минниханов Президент пуҫарӑвӗпе пурнӑҫланакан республика программисем Тутарстанра пурӑнакан мӗн пур ҫын пурнӑҫне хӑтлӑ тума май параҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: