Сувар

Рустам Минниханов утравсене сыхлама хушнӑ

Тутарстан Атӑлта шывран 21 путнӑ карапа кӑларма пӑлӑртнӑ. 7-шне 2023 ҫулта, 14-шне 2024 ҫулта.

 

Рустам Минниханов "Волжские просторы" заказникра закона пӑсакансене ҫирӗп явап тыттарма хушнӑ. Ҫак заказника Хусан, Лайӑш, Ҫӳльту, Ешӗлвар районӗсен территорийӗсем кӗреҫҫӗ.
Ҫутҫанталӑка хӳтӗлекен структурисем тата правона сыхлакан органсем ҫӗнӗ заказникра палӑртнӑ режима тимлӗн тишкерсе тӑрӗҫ.
"Эпир пысӑк ӗҫе пуҫӑнтӑмӑр, ҫак участокра" пулӑ тытас" текенсем нумай пулӗҫ. Ҫавӑнпа та ҫутҫанталӑка хӳтӗлекенсем тата правона сыхлакансем унта нимӗнле стройкӑ та тутармалла мар",– палӑртнӑ Рустам Минниханов.
Куйбышев шыв управӗн акваторийӗнче патшалӑх ҫутҫанталӑк заказникӗ туса хума ТР Президенчӗ хушнӑ. Унӑн лаптӑкӗ 29 пин гектар. Унта Хусан тата пысӑк шыв ҫывӑхӗнчи районсем – Лайӑш, Ҫӳльту, Ешӗлвар – кӗнӗ.
Уйрӑмах сыхланакан территорине йӗркелес умӗн ҫутҫанталӑк ресурсӗсене экологилле хак парассипе тата инвентаризацилессипе пысӑк наукӑпа тӗпчев ӗҫӗ туса ирттернӗ. Унта ТР Наука академийӗ, КФУ тата Атӑлпа Кама биосфера заповедникӗн ӗҫченӗсем хутшӑннӑ.
Вӗсем утравсенчи тата вӗсен ҫумӗнчи ӑшӑх вырӑнсенчи экосистемӑсен биотӗрлӗенлӗхне палӑртнӑ, садпа дача ӗҫ-хӗлӗ, асӑрханусӑр рекреаци туса ирттернине ландшафта сиен кӳрекен факторсен шутне кӗртнӗ.
Ҫапла майпа заказника Атӑл ҫинчи утравсем Ешӗлвартан пуҫласа Лайӑш районӗнчи Тетеево поселокӗ таран кӗнӗ.
Октябрьский поселокӗ тӗлӗнче пулӑ заморӗ ан пултӑр тесе ҫуркунне ҫутҫанталӑка хӳтӗлемелли акцисем ирттернӗ.

Атӑла тасатас тесе "Экология" наци проекчӗпе 2020 тата 2021, 2022 ҫулсенче 6 миллиард та 369,9 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ҫав шутра федераллӑ бюджетран 5 миллиард та 159,6 млн тенкӗ. "Атӑла сыватасси" федераллӑ проектӑн
«Снижение негативного воздействия затонувших судов» направленийӗпе шывран 21 путнӑ карапа кӑларма пӑлӑртнӑ. 7-шне 2023 ҫулта, 14-шне 2024 ҫулта.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: