Сувар

Сакăрвуннăран иртнисене пăхнăшăн компенсациллӗ тӳлев илме пулать

Анчах ун валли ниçта та ӗçлемелле мар

80-ран иртнӗ çынсем Тутарстанра 150 пин çынна яхăн. Вӗсене тата I ушкăнри инвалидсене пăхса пурăнакан 84 пин çын компенсациллӗ тӳлев илсе тăрать.  

РФ Пенси фончӗн Тутарстанри уйрăмӗ ниçта та ӗçлемен çынсене аса илтерет. Енчен те вӗсем 80 çултан иртнӗ ватă çынна пăхса пурăнсан, вӗсен уйăхсерен парăнакан компенсаци тӳлевӗ илме пултарççӗ. Çакнашкал тӳлевӗн калăпăшӗ 1200 тенкӗ. Ăна ватă çыннăн пенсийӗпе пӗрле параççӗ. 

Çакна 80 урлă каçнă пенсионерпа пӗрле пурăнакан тăванӗ те тума пултарть. Тӗслӗхрен, шкулта вӗренекен 14 тултарнă ача та. Çакăн валли унăн:

– вӗреннӗ çӗртен справка илмелле;

– ашшӗнчен е амăшӗнчен çак ӗçе тума ирӗк илмелле;

– районти опека органӗнчен ирӗк илмелле.

Аслă çулти пенсионер Пенси фончӗн уйрăмне пăхакан пирки заявлени çырса панă хыççăн тӳлеве пама тытăнаççӗ. Çитменнине ӗç стажӗ те хисепленме тытăнать. Пенсионера пăхнă кашни çулшăн 1,8 пенси коэффициенчӗ парăнать. Ватă çынна пăхакан хăйӗн пенси стажне те пухма тытăнма пултарать. Анчах та унăн ватта пăхнăсăр пуçне ниçта та ӗçлемелле мар. Компенсаци илекен çын ăçта-та пулин ӗçлени, е харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекен е усламçă пулни паллă пулсан, унăн çак компенсацие Пенси фондне таврăса пама тивӗ. 
Палăртса хăвармалла, пӗр çын 80-ран иртнӗ темиçе ватта пăхма пултарать. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: