Сувар

Наиль Селиванова Министрсен Кабинечӗ тав тăвать

Вăл Хусанти чăвашсемпе çыхăннă нумай культура проектне хыпар хатӗрӗсенче тивӗçлӗ шайра çутатма пулăшрӗ.

«Сувар» хаçатăн çывăх тусӗ, «Татмедиа» агентствине кӗрекен «Татар-информ» хыпар хатӗрӗнче коммерци уйрăмӗн ертӳçи пулса ӗçлекен Наиль Селиванова нумай çул тăрăшçса ӗçленӗшӗн ТР Министрсен Кабинечӗн тав çырăвӗпе чысларӗç. Наградăна вăл паян «Татмедиăн» çулталăк пӗтӗмлетӗвӗнче ТР Пичет тата массăллă коммуникацисен агентствин ертӳçинчен Айдар Салимгараевран илчӗ. 
Хăйӗн тăванӗсем чăваш пулнишӗн савăнакан Наиль Селиванов Хусанти чăвашсемпе çыхăннă нумай культура проектне хыпар хатӗрӗсенче тивӗçлӗ шайра çутатма пулăшрӗ. Вӗсенчен чи паллисем: «Тутарстан чăвашӗсем» кӗнекен презентацийӗ, «Хусан чăвашӗсем» ушкăнăн пӗрремӗш альбомӗ тата ытти те. Пӗр авкă вăхăт вăл Хусанти ЧНКЦ Канашӗн йышӗнче те ӗçлерӗ. 

Наилӗн тымарӗсем Азнакай районӗнчи Якты Куль ялӗнчен. Вăл çулсерен ентешӗсене «Сувар» хаçат çырăнса парать, библиотекăна чăвашла кӗнекесем парнелет, тивӗçлӗ воспитани панăшăн тав тăвать. 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: