Сувар

Шкулта мӗн вӗренни кирлӗ пулать

« Ача чухне эпӗ пысăк ертӳçӗ пулма ӗмӗтленмен, манăн инженер пулас килетчӗ, техникăна юрататтăм. Мӗн пулмалли пулчӗ», – хуравларӗ ачасене Президент.

Реклама

ТР Президенчӗ Рустам Минниханов  Пӗтӗм тӗнчери ачасен ӗмӗчӗсем пурнăçланнă куна халалланă «Ача-пăча юррисен марафонӗн» резиденцийӗн креативлă индустрисен «Штабӗнче» пулчӗ. Çамрăк ертӳçӗсем республика ертӳçине темиçе ыйту пачӗç тата ача чухнех çакăн пек пысăк должноçри ертӳçӗ пулма ӗмӗтленнипе ӗмӗтленменни кăсăклантарчӗ вӗсене. «Ача чухне эпӗ пысăк ертӳçӗ пулма ӗмӗтленмен, манăн инженер пулас килетчӗ, техникăна юрататтăм. Мӗн пулмалли пулчӗ», – хуравларӗ вӗсене Президент. Тепӗр ыйту шкулти предметсем çинчен пулчӗ. «Шкулта кăна мар, аçăр-аннӗрсенчен те, педагогсемпе наставниксенчен те вӗренмелле. Хăвăрăн пуринчен ытла мӗн лайăхрах пулни çине тимлӗх уйăрмалла. Шкул программи тенӗрен, никам та пӗлмест ӳссен ăçта пуласса, çавăнпа шкулта мӗн вӗрентни пурте кирлӗ пулать. Хам эпӗ пуринчен ытла химипе ют чӗлхесемпе кăсăкланнă пулăттăм. Çав вăхăтрах çыннăн тăван чӗлхесене, çӗршывăн историне те тата тӗнче тăрăх пулас çулçӳревсем валли географие те лайăх пӗлмелле. Ку предметсене вăтам шайра пӗлетӗп эпӗ. Пирӗн нефть уçлакан,тирпейлекен республика. Специалистсемпе калаçма тытăнсан сăмах  мӗн çинчен пынине манăн ăнкармаллах»,– терӗ предметсем пирки вăл.  Хăй вăл шкулта та, аслă шкулта та лайăх вӗреннӗ. Рустам Нургалиевич сăмахӗсемпе, математикăпа физика, биологи те кирлӗ, уйрăмах информатика. Мӗншӗн тесен унăн пӗлтерӗшӗ кунран кун ӳсет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: