Сувар

Шупашкар шурсухалӗсем сухаллӑ палӑка хирӗҫ

Ку палӑка Хусанта лартнӑ пулсан, вӑл нумай тӑрӗччӗ-ши?

 

Чӑваш шурсухалӗсен Тӗп Хуралӗ Шупашкар пуҫлӑхӗсен хушамачӗсене "намӑс хӑми" ҫине вырнаҫтарма палӑртать. Ҫапла ватӑсем чиновниксене шӗкӗр хулари  К. Иванов ячӗллӗ скверта Хаяр Иван палӑкне лартнӑшӑн тавӑрасшӑн. Ҫак шухӑша шурсухал сем Хуралӑн ҫитес ларӑвӗнче сӳтсе явасшӑн. Пӗрлешӗвӗн ертӳҫин Виталий Станьялӑн сӑмахӗсемпе, ҫак палӑка ларакансене
"хисеп мар грамотисемпе чӑваш антипремине" парасшӑн.
"Намӑс хӑми" – чӑвашсен ял-йыш хурлакан тата питлекен меслет. Хальхинче вӑл виртуаллӑ та пулма пултарать.
"Чӑваш антипремийӗ" – В. Аванмарт художникӑн пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ япала. Вӑл ҫак антипремине чӑваш тӗнчинче килпетсӗр ӗҫ тунисене парать.
Хаяр Ивана Шупашкарта палӑк лартни – Атӑл тӑрӑхӗнчи тӗп халӑхсене хисеплеменни тесе ваттисен хуралӗн секретариачӗ заявлени те ҫырса хатӗрленӗ. Шурсухалсем палӑка вӑл вырӑнтан илтерсе Наци музейне партарасшӑн. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: