Сувар

Шупашкарта чӑваш тата тутар художникӗсен куравӗ уҫӑлчӗ

Хăйсен ĕçĕсене 14 чăваш тата 50 ытла тутар ÿнерçисем тăратнă.

 

Килес çул икĕ туслă республика хăйсен 100 çулĕсене паллă тăваççĕ. Çак ятпа Чăваш наци вулавăшĕн "Кĕмĕл ĕмĕр" галерейинче чăваш тата тутар художникĕсем  пĕрлехи куравне уçрĕç.

Курава хăйсен ĕçĕсене 14 чăваш тата 50 ытла тутар ÿнерçисем тăратнă.

"Ĕмĕр пĕрле" ятлă курава уçма культурăпа ÿнер ĕçченĕсем, çамрăксем, ÿнер культурине хаклакансем пуçтарăнчĕç тата Тутарстанран художниксем çитрĕç.

И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн профессорĕ Анатолий Данилов курава уçнă май пурне те республикăсен çĕр çулхи çавра çулĕсемпе саламларĕ, çак курав уçăлнин пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине каларĕ.

ЧНК вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров мероприятие хутшăнса курав уçăлнă ятпа саламларĕ, ку пулăм кÿршĕллĕ ĕçлесе пурăнакан ÿнерçĕсен туслăхне тата та çирĕплетессе шаннине пĕлтерчĕ.

Тутарстан художникĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçин ĕçĕсене пурнăçлакан Альберт Шиабиев ку курав экспозицийĕсем Хусана та çитессе каларĕ.

"Ĕмĕр пĕрле" курав Шупашкарта çитес çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕччен ĕçлĕ.

ЧНК пресс-служби.

Зоя Яковлева сӑнӳкерчӗкӗсем 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: