Сувар

Шутпа та, ӗҫлессипе те виҫҫӗмӗш вырӑнта

Лидерсен шутӗнче вырăссен обществи, вӗсем 112 мероприяти йӗркеленӗ, иккӗмӗш вырăнта кӗрешӗнсем 100 мероприятипе пыраççӗ, чăвашсем хисеплӗ виççӗмӗш вырăнта – 84 мероприяти.

 

Тутарстан Халăхсен ассамблейи иртнӗ çулта пурӗ 2332 мероприяти йӗркелесе ирттернӗ. Çавсем республикăра йӗркеленнӗ наципе культура автономийӗсем çине пайланаççӗ. Лидерсен шутӗнче вырăссен обществи, вӗсем 112 мероприяти йӗркеленӗ, иккӗмӗш вырăнта кӗрешӗнсем 100 мероприятипе пыраççӗ, чăвашсем хисеплӗ виççӗмӗш вырăнта – 84 мероприяти. Аутсайдерсен шутӗнче турккăсен «Ахисха» (0) организацийӗпе пăлхарсен пӗрлешӗвӗ (3).
Тутарстан Халăхсен ассамблейине кӗрекен наципе культура автономийӗсем 2019 çулта Раççей Президенчӗн, ТР Министрсен Кабинечӗн, ТР Экономика, Вӗрентӳ, Çамрăксен ӗçӗсен министерствисен, «Татнефть» ПАО гранчӗсене пурӗ 5 704 769 тенкӗлӗх выляса илнӗ. Пултаруллисен шутӗнче ТР Çамрăксен ассамблейипе кӗрешӗнсем, нимӗçсем, грузинсем. Чăвашсем ку енӗпе япăхрах ӗçлеççӗ. 2010 çултанпа та пурӗ 3 грант кăна илейнӗ. Сăмах май, 2010 – 2019 çулсенче наципе культура автономийӗсем пӗрле 34 310 453 тенкӗлӗх 115 грант илнӗ. Кӗрешӗнсем иккӗмӗш вырăнта, вӗсем 3 782 588 тенкӗлӗх 13 гранта тивӗçнӗ. Çамрăксен ассамблейи 5 814 727 тенкӗлӗх 21 грант çӗнсе илсе лидер шутне кӗнӗ. Вырăссене 2 676 109 тенкӗлӗх 11 грант лекнӗ.
Пӗтӗмпе Ассамблея шутне 37 наципе культура автономийӗ кӗрет.
Çакăн пек цифрăсемпе паллаштарчӗç февралӗн 12-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче иртнӗ Тутарстан​ Халăхсен​ ​ ​ ассамблейин 2019 çулхи ӗçсен пӗтӗмлетӳ тата 2020 çула палăртнă плансен ларăвӗнче. Ăна ТР​ Патшалăх Канашӗн​ тата Халăхсен ассамблейин Председателӗ Фарид Мухаметшин йӗркелесе пычӗ.
Мероприятие НКА председателӗсем, районсемпе хуласенчи представительствăсен ертӳçисем, Туслăх Çурчӗсен директорӗсем, министерствăсемпе ведомствăсен, Президент Аппарачӗн представителӗсем хутшăнчӗç.
Ларăва уçса Фарид Мухаметшин кӗскен ТР Патшалăх Канашӗн, РФ Конституцине улшăнусемпе тӳрлетӳсем кӗртессипе пыракан ӗçсемпе,​ республикăн социаллă-экономика кăтартăвӗсемпе, регион, Раççей, халăхсен хушшинчи шайра иртнӗ мероприятисемпе паллаштарчӗ.
«Тутарстанăн çирӗплӗхӗ, социаллă-экономика аталанăвӗ нацисен хушшинчи килӗшӳпе туслăхран та нумай килет. Раççейӗн пӗтӗмӗшле лару-тăрăвӗн никӗсӗ те вăл. Тутарстан Халăхсен ассамблейи авторитетлă обществăлла институт пулса республикăри нацисен хушшинчи хутшăнусене йӗркелессине пысăк тӳпе хывать, – ку пирӗн пӗрлехи çитӗнӳ, – терӗ Фарид Хайруллович. Уйрăммăн Ассамблейăн представительствисен, Хусанти нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн, «Наш дом – Татарстан» журналăн ӗçӗсене палăртса хăварчӗ.​ Тутарстанра кăçал пӗлтӗрхи пек 40 çеç мар, 50 президент программи хута каймаллине те асăнса хăварчӗ.
2019 çулхи ӗçсен отчечӗпе Тутарстан Халăхсен ассамблейин Канашӗн​ Ӗçтăвком ертӳçи Николай Владимиров паллаштарчӗ. «Тутарстана федераллă шайра нацисен хутшăнăвӗсен енӗпе çӳллӗ культурăллă регион тесе палăртаççӗ», – пуçларӗ вăл хăй сăмахне. Николай Владимиров пӗлтернӗ тăрăх, паян республикăра Ассамблейăн 19 представительстви, 12 Туслăх Çурчӗ ӗçлет. Пӗлтӗр Апас районӗнче представительство, Спас, Çӗнӗ Шуçăм, Çӗпрел районӗсенче Туслăх центрӗсем уçăлнă.
Чăваш наципе культура автономийӗ Ассамблея шутӗнче паллă вырăн йышăнать. Ларура йышăннă резолюци пирӗншӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ. Мӗнле çӗнӗлӗхсем кӗчӗç Ассамблейăн 2020 çулхи планне? Ун пирки çитес номерте тӗплӗнрех çырса пӗлтерӗпӗр.
Ирина ГОРДЕЕВА.
Сăнӳкерчӗк gossov.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: