Сувар

Швейцарире те, пирӗн патра та пӗрпек пулать

Хальхи вӑхӑтра Евросоюз ҫӗршывӗсенче "Энергия из отходов" программӑллӑ 32 завод тӑвӑнать

  


Осиновори хытӑ каяшсене тирпейлекен заводра Швейцарири Еnova заводӑнни пекех
оборудовани пулать. Каяшсенчен энерги тӑвакан завода проектлакан "РТ-Инвест" компанин партнерӗ ҫӳп-ҫапа ҫунтаракан системӑсене тата котёлсене – Тутарстана та, Швейцарине те пӗрпеккисене кӳрет.
"РТ-Инвестӑн" пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак ӗҫе тума Японири Hitachi Zosen Inova компани кӗрӗшнӗ. Осиновори пекех оборудовани Швейцарири Золотурн кантонне кӗрекен Цухвиль хулинче пулать.
Золотурнра 1976 ҫулта тунӑ завод вырӑнне ҫӗннине тӑваҫҫӗ. Вӑл 2025 ҫулта хатӗр пулать. Икӗ ҫунтаракан лини ҫулталӑкне 221 пин тонна ҫӳпӗ-ҫапӑна тирпейлесе 18 мегават электро тата 15 мегават ӑшӑ энергийӗ кӑлармалла.
Ҫакӑн пекех кӑмакасене Hitachi Zosen Inova Арабсен эмиратӗнче, Францире, Турцире ӗҫлеттерет. Унашкал технологие Осиновори заводра та вырнаҫтармалла. Вӑл чи ҫирӗп экологи стандарчӗсене тивӗҫтерет тесе шантараҫҫӗ «РТ-Инвестра».
Хальхи вӑхӑтра Евросоюз ҫӗршывӗсенче "Энергия из отходов" программӑллӑ 32 завод тӑвӑнать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: