Сувар

Шыв ӑсма та лицензи кирлӗ

Документ пуҫтарса хутсем хатӗрлеме нумай вӑхӑт кирлӗ, дача пӗрлешӗвӗсем ӗлкӗрмессе пултараҫҫӗ.

Тутарстанӑн Патшалăх Канашӗ Раҫҫей Думин Председателӗ Вячеслав Володин патне ҫыру хатӗрленӗ. Унта ҫӗр айӗнчи шывсемпе усӑ курмашкӑн пахчаҫӑсен лицензи илмелли вӑхӑта тӑсма ыйтса ҫырнӑ. ТР парламенчӗн Экологи, ҫутҫанталӑкпа усӑ курас, агропромышленность тата продовольстви политикин комитечӗ ҫак ҫырӑва ырланӑ.
Коммерцилле мар дача пӗрлешӗвӗсем 2020 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗччен кӑна ҫӗр айӗнчи шыва лицензисӗр илме пултараҫҫӗ.

Федераллӑ саккун тӑрӑх, январӗн 1-мӗшӗнчен лицензисӗр шыв кӑларма юрамасть. Документ пуҫтарса хутсем хатӗрлеме нумай вӑхӑт кирлӗ, дача пӗрлешӗвӗсем ӗлкӗрмессе пултараҫҫӗ. 

Реклама
Теги: Вода
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: