Сувар

Шыва кӗме юраман вырăнсенче 36 çын путса вилнӗ

Хусанта та, Тутарстанри ытти районсенче юраман çӗрте шыва кӗрекенсене тытма пысăк рейдсем йӗркеленӗ.

Тутарстан Президенчӗн Пресс-службин ертӳçи Лилия Галимова онлайн-брифингра республикăра хăçан пляжсем уçăласси çинчен каласа панă.
«Çынсен хăрушсăрлăхӗпе çыхăннă ыйтусем пур. Вӗсене татса памасăр, паллах, пляжсене уçма юрамасть», – тесе каланă Галимова.
Тутарстанра шыва кӗмелли сезона коронавирус сарăлас хăрушлăх пысăк пулнипе çеç уçмаççӗ, Çулсерен пляжсене хăрушсăрлăх тӗлӗшӗнчен Роспотребнадзор тата МЧС тӗрӗслет.
«Хăвăрах куратăр, иртнӗ канмалли кунсенче кăна хăрушă статистика илтӗмӗр. Республикăра, шел пулин те, шыва кӗрсе 10 çын путса вилнӗ. Çакă чылай çын кану вырăнӗ валли шыва кӗме юраман вырăнсене суйласа илнипе пулса тухать», – хушса каланă Лилия Галимова.
Хусанта та, Тутарстанри ытти районсенче юраман çӗрте шыва кӗрекенсене тытма пысăк рейдсем йӗркеленӗ.
Пляжсем официаллă уçăлман пулсан та, республикăри юханшывсемпе кӳлӗсенче 36 çын путса вилнӗ, çав шутра 3 ача.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: