Сувар

Сиктӗрмере паян чӑваш ачисен форумӗ

Петӗр Хусанкай ҫуралнӑ ял ҫулсерен шкул ачисене пухать

Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнче паян Тутарстанри чӑваш вӗренекенӗсем форума пухӑнчӗҫ. Вӑл "Аталан" ятлӑ. Ӑна ТР ЧНКА ҫумӗнчи ҫамрӑксен ушкӑнӗ йӗркелет. Паллах, аслисем пулӑшмасӑр мар.

Шкулта лайӑх вӗренекен чӑваш ачисене Вӗрентӳ министерствинчи Наци вӗрентӗвӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Ильгиз Хакимов, ТР ЧНКА Ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи Владимир Иванов, Элкел районӗн администрацийӗн представителӗсем саламларӗҫ.

Ҫак форумра ачасем тӗрлӗрен квестсем иртсе тавракурӑмне ӳстереҫҫӗ. 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: