Сувар

Сиктӗрмесем ялӑн 330 ҫулне уявлаҫҫӗ

Эпир – Авалхи Пӑлхарӑн тӳрӗ тӑхӑмӗсем, унӑн пысӑк Сӑвар хулинчен 12 ҫухрӑмра ҫеҫ вырнаҫнӑ

Ялйышăмсем! Ěрчевлĕ, ҫăра юнлă...


Хӗллехи Микула кунӗ Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкайра та уяв. Ӑна Мӑн асаттесем несӗлсен ҫӗрӗ ҫине ҫӗнӗрен таврӑннӑранпа 330 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Ирхине Андрей Атте чиркӳре кӗлӗ ирттерчӗ. Унтан уяв клуба куҫрӗ. Культура ҫуртӗнче концерт кӑтартса ҫынсене чей ӗҫтерчӗҫ.

Хальхи ялсем малтанхи пурӑнакансем хӑварнӑ астӑвӑмпа ӗҫ хӑвачӗпе сывӑ. Иртнӗ ӑрусен пурнӑҫ пӗлӗвне сивлесен ниҫта та пырса тухаймастӑн.
Халӑхӑн мӑнаҫлӑхӗ, чӑвашсен символӗсенчен пӗри вӑл – Сиктӗрме. Хамӑр тӑван ен историне тарӑн тӗпчесси пирӗншӗн тахҫанах кӑмӑл-сипет туртӑмӗ пулса тӑчӗ. Чӑнах та, аваллӑхӑн хӑш-пӗр тапхӑрӗсем паян та сӳнми идеалсене ҫирӗплетеҫҫӗ. Вӗсем пире асаттесен йӑлисене ҫирӗппӗн тытса пыма тата юлнӑ еткерлӗхе сума-сума хистеҫҫӗ.
Эпир – Авалхи Пӑлхарӑн тӳрӗ тӑхӑмӗсем, унӑн пысӑк Сӑвар хулинчен 12 ҫухрӑмра ҫеҫ вырнаҫнӑ.
«Чуваши: этническая история и традиционная культура» кӗнекере (Авторӗсем.: В.П.Иванов, В.В.Николаев, В.Д.Дмитриев. М.: Издательство ДИК, 2000, стр.21-22) ҫырнине илсе кӑтартас килет:
«Город Сувар, по предположению А.М.Ефимовой, возник как крепость одного из крупных болгарских племен. На карте Фра-Мауро 1459 г. на месте нынешнего города Чебоксары указан город «Веда-Суар».

Тӗпчевҫӗсем Атӑлӑн сулахай ҫыранӗнче хула никӗслекенсем Сӑвар хулинчен тухнӑ ҫынсем пулма пултараҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче историксем Сиктӗрмере Сӑвар хулине монголсем ҫунтарса яни ҫинчен легендӑна ҫырса илнӗ пулнӑ. Ун тӑрӑх хула ҫыннисен ытларах пайӗ тата таврари ялсен ҫыннисем хӑтӑлма пултарнӑ. Вӗсем Атӑл леш енне каҫса тӑшманран сыхланнӑ.
XVII ӗмӗрте вӑй илсе пыракан Мускав патшалӑхӗ пушаннӑ ҫӗрсене хӑвӑрт ҫавӑрса илнӗ. 1652-56 ҫулсенче Алексей Михайлович патша хушӑвӗпе Кама леш енчи чикӗ йӗрӗ тӑваҫҫӗ. Засечная черта текен вырӑнсем тӑшманран хӳтӗленме тӑвӑннӑ. Хӗреслетсе касса вырттарнӑ йывӑҫсенчен юланутсем иртме ҫук картасем тунӑ. Вӗсене тусан Кама леш енне тутар-мишерсем, вырӑссем, мӑкшӑсем, чӑвашсем киле-киле вырнаҫнӑ. Пирӗн тӑрӑхри мӗн пур ял тенӗ пекех XVII ӗмӗрӗн 2-мӗш ҫурринче, XVIII ӗмӗр пуҫламӑшӗнче йӗркеленнӗ.
Владенная память" текен хутра 1689 ҫулхи мартӑн 5-мӗшӗнче ҫакӑн пек ҫырса хуни пур:
«Безъясашной чуваше Иштыбайку Ахтубаеву с товарыщи одинатцать человек велено поселитца в Казанском уезде по ногайской дороге за Камою рекою, блиско их же вотчины на порозжей земле по Малому Черемшану реке, меж Атасу и Анчины речек… И в черном лесу хоромной лес и дрова рубить, и лыка снимать, и хмель щипать…». 
  Иштыбай ҫӗрӗ ҫинче ӳсе пуҫланӑ яла малтанхи документсенче Иштубаево тесе ҫыраҫҫӗ, каярах вӑл Кивьял пулса тӑрать.
Сиктӗрме – унран пулса кайнӑ.

«Çапла çак сулхăн Кама йăлăмне,
Çынран илтнипеле кăшт каярах
Саккам тесе ят хунă çĕршыва.
Пĕр виççĕр сул аваларах эпир
Тăван йăхран хăпса килсе вырнаçнă:
Йăмра турачĕ пек, тăпра ăшне
Часрах тымар ярса, хуна пуçланă…
Ялйышăмсем! Ěрчевлĕ, ҫăра юнлă,
Ура çине нихçан та пустарман,
Шывра путман, вутра çунман çынсем!» – тесе ҫырнӑ хӑй вӑхӑтӗнче Хусанкай.
Мӗн пытармалли, перестройка вӗҫевӗнче эпир яваплӑхсӑртарах пулса тӑтӑмӑр, эпир ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет ориентирӗсене кӑна мар, пурнӑҫ тӗшшине те ҫухатрӑмӑр. Малта ҫул хупӑ текен шухӑша хӑнӑхса пытӑмӑр. Астӑватӑп, вӑтӑр ҫул каялла ҫынсем ӳпкелетчӗҫ: "Сиктӗрме пушанать, ҫынсем каяҫҫӗ: ҫул та ҫук, пульници те ҫук, шкул пирки те ыйту – кӗркунне пӗрремӗш класа икӗ ача кӑна каять. Малта пире пушаннӑ Ереп ялӗн шӑпи кӗтет пулӗ".
Паян "Хузангаевское" пӗрлешӗвӗн кадрсен уйрӑмӗнчен официаллӑ  пӗлтереҫҫӗ: "Ӗҫлекенсен шучӗ чакма чарӑннӑ. Хуҫалӑх ҫамрӑк ҫемьесемпе ӳссе-хушӑнса пырать.
Демографи лару-тӑрӑвӗ ҫакнашкал: темиҫе ҫул каялла хуҫалӑхра пенсине ҫывхаракан ҫултисем ытларахчӗ, халӗ вӑтам ҫул – 40-рен ҫамрӑкрах. Хуҫалӑх ҫамрӑкланать теме пулать. Выльӑх-чӗрлӗх пӑхассинче, унӑн продукцине тирпейлессинче яш-кӗрӗм ӗҫлеме пуҫларӗ.
Кунта пӗлеҫҫӗ: лайӑх ӗҫ тӑрӑшакансен пурнӑҫӗн пахалӑхӗнче палӑрать. Ҫапла, юлашки 5 ҫул хушшинче ҫӗр ӗҫченӗсем лайӑхрах пурӑнма тытӑнчӗҫ. Ҫырма леш енче хӑтлӑ ҫуртсемлӗ урам уҫӑлчӗ. Ҫакӑнта хӑйӗн тӑван ялне юратакан, унӑн шӑпишӗн пӑшӑрханакан Иван Иванович Казанковӑн тӳпи калама ҫук пысӑк.
Пӗр хаҫата панӑ интервьюра ҫӗршыври чи паллӑ аграрийсенчен пӗри ҫапла каланӑ:
"Тутарстанра пире тимлӗхе илеҫҫӗ, чи малтан республика ертӳçисем. Унта эпӗ ҫӗре шалча ҫапса кӗртеп-тӗк, иккӗмӗш шалчине Тутарстан ҫапса кӗртет – ӗҫ ӑнса пырать. Унта пысӑк тӗрев параҫҫӗ, ӗҫсемпе кӑсӑкланаҫҫӗ – йӗркеллӗ ӗҫ илсе пыма майсем пур... Эпир ялӑн ҫурт-йӗр лару-тӑрӑвне лайӑхлатас тесе нумай турӑмӑр. Республикӑ та питӗ пулӑшрӗ... "Хузангаевскинче" 20 ҫурт турӑмӑр, ҫирӗмӗшне никӗсне хыврӑмӑр. Тутарстан хӑй тӑвать. Мана ҫапла калаҫҫӗ: "Иван Иванович, енчен те пушӑ ҫуртсем ҫук-тӑк, хӑюллӑнах тата заказ пама пултаратӑн. Атту ун пек ертӳҫӗсем те тӗлпулкалаҫҫӗ: ҫурт тума заказ параҫҫӗ, пурӑнма кӗртме ҫыннисем ҫук..."
Аслӑ поэтӑн тӑван ялӗн историйӗ нумай ӗмӗрти туратлӑ йывӑҫҫа аса илтерет. Тымарӗсем унӑн аваллӑхра тарӑнланнӑ, ҫирӗп хунавӗсем шанчӑклӑ пуласлӑха туртӑнаҫҫӗ.
Тӑван тавралӑха пӗлмен ҫынна хӑйӗн ҫӗрне юратма хушаймастӑн. Хамӑр яла юратса хисеплесси – ӑс-хакӑлпа патриотизм воспитанийӗн ҫулӗ. Кун пек уявсем пирӗншӗн мӗнпе паха тетӗр-и? Вӗсем хӑҫан-тӑр татӑлнӑ вӑхӑтпа ӑрусен ҫыхӑнӑвӗнчи пысӑк ӗҫе ҫӗклеҫҫӗ – халӑхӑн наци мӑнаҫлӑхне ҫӗнӗрен чӗртессине. Урӑхла каласан, ку вӑл ял историйӗ витӗр Тӗнче алӑкне уҫни.
Олег Мурзин.
 

  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: