Сувар

Спорт инфраструктури ҫумра пулни те пӗлтерӗшлӗ

Аксура ҫӗнӗ футбол площадки пулать

 

Демографи" Наци проектне пурнӑҫласа Элметре ГТО нормисене памалли ҫӗнӗ спортплощадка тӑваҫҫӗ.
Районти физкультурӑпа спорт, туризм управленийӗн начальникӗ Дмитрий Бакалдин пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак проект пулӑшнипе спорт шкулӗ ҫумӗнчи футбол площадкин искусстеннӑй виттине улӑштараҫҫӗ тата ГТО памалли ҫӗнӗ спортплощадка тӑваҫҫӗ.
Элметре футбол йӑлисем ҫирӗп, ҫӗршер ача ҫак спорт тӗсӗпе аппаланать. Вӗсемшӗн ҫак площадка чӑн-чӑн парне пулса тӑрать.

2020 ҫулта Васильево поселокӗнче универсаллӑ спортзал тӑвӗҫ, Аксура – футбол хирӗ. Хусанти "Тӑсма" стадионра ҫӑмӑл атлетикӑн чупу ҫулӗсене улӑштарӗҫ. Ҫырчаллинче витнӗ пӑр керменӗ тума тытӑнаҫҫӗ тата ишев бассейнне туса пӗтерӗҫ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: