Сувар

Станоксем студентсем валли юлаççӗ

WorldSkills инвесторӗсен шучӗпе туяннă хаклă, хальхи йышши станоксемпе чемпионат хыççăн Хусанти студентсем вӗренеççӗ.

 WorldSkills чемпионат чи кăткăсси кăна мар, чи тăкакли те. Профессионала хăйӗн ăсталăхне туллин кăтартма кирлӗ хатӗрсем пурте алă айӗнче пулмаллине шута илсен, укçа-тенке хӗрхенмен чемпионатăн инвесторӗсем. Хальхинче те акă, печатниксем валли 150 пин листа хут, сантехниксем валли 30 пин винт, çаплах ытти компетенцирисем валли эверест тăвӗ çӳллӗшне çитмелӗх кабель, 22 беспилотникпа 2 вертолет таранах. WorldSkills инвесторӗсен шучӗпе туяннă хаклă, хальхи йышши станоксем (пӗри вăтамран 3 миллион тенкӗ, компетенцин кашни 20-30 ăсти валли сахалтан та 15 станок кирлӗ) чемпионат хыççăн Хусанти колледжсене параççӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: