Сувар

Суя хыпар суда илсе ҫитерет

Коронавирус ернӗ тӗслӗхсем Амур облаҫӗнче ҫук. Маларах Тутарстанра та 245 ҫын ҫак чирпе чирленӗ текен суя хыпар тухнӑччӗ. Коронавируспа кӗрешекен республикӑри штаб вӑл ултав пулнине ҫирӗплетрӗ.

 

Приамурьере хӗрарӑма коронавирус пирки суя хыпар сарнӑшӑн судпа айӑплӗҫ.
Хӗрарӑм интернет урлӑ регионра Covid-19 вируса ертнӗ ҫынсем ҫинчен суя информаци сарса ларнӑ.
Фейк-пӗлтерӳсене соцсетьсене тишкернӗ чух Амур облаҫӗнчи полицейскийсем асӑрханӑ. "Вброссен" авторне хӑвӑрт тупса палӑртнӑ. Йӗркене пӑсакан Свободный хулинче пурӑнакан хӗрарӑм пулса тӑнӑ.
Ун пирки административлӑ майпа йӗркене пӑснӑшӑн «Злоупотребление свободой массовой информации» статьяпа протокол
ҫырнӑ. Халӗ вӑл хӗрарӑма 30 пинрен пуҫласа 100 пин тенкӗ таран штраф пама пултараҫҫӗ.
Амур облаҫӗнчи Роспотребнадзор управленийӗн ертӳҫи Ольга Курганова ТАСС корреспонденчӗсене пӗлтернӗ тӑрӑх, регионри эпидемилле лару-тӑру стабильлӗ, респираторлӑ инфекцисем ертеслӗх кӑтартӑвӗсем яланхи чикӗсенчен сахалтарах. Коронавирус ернӗ тӗслӗхсем Амур облаҫӗнче ҫук. Маларах Тутарстанра та 245 ҫын ҫак чирпе чирленӗ текен суя хыпар тухнӑччӗ. Коронавируспа кӗрешекен республикӑри штаб вӑл ултав пулнине ҫирӗплетрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: