Сувар

Суйлав комиссийӗсенче ӗçлекенсем валли онлайн-вӗрентӳ

Хăйӗн професси квалификацине паянхи куна Тутарстанри суйлав системинче ӗçлекен 21 пин ытла çын ӳстернӗ

Тутарстанри суйлав комиссийӗсенче мӗн пур ӗçлекен Раççей Конституцине тӳрлетӳсем кӗртессипе çыхăннă сасăлав иртес умӗн мобильлӗ приложенипе усă курма вӗреннӗ. Çакăн çинчен журналистсене ТР Тӗп суйлав комиссийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ.  

 «Избиратель Татарстана» мобильлӗ приложени – вӗрентӳпе информациллӗ программăллă тивӗçтерӳ. Çак вӗрентӳ технологийӗ комиссисен пайташӗсене кирек хăш вăхăтра та пулăшма тивӗç, вăл право пӗлӗвӗсене аса илме пулăшать, çавна май суйлав кампанийӗсене профессионаллă хатӗрленӗвӗн çӳллӗ шайӗнче ирттерме май парать«, – тесе палăртнă Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Андрей Кондратьев.   
«Избиратель Татарстана» мобильлӗ приложенире вӗрентӳ материалӗсем, видеороликсем, методика пособийӗсем, асаилтерӳсем пур. Суйлавсене хатӗрленекен кашни çын хăйне меллӗ вăхăтра унпу усă курса вӗренме пултарать. Система тест пӗтӗмлетӗвӗсене пухать, вӗсене анализланă хыççăн суйлав комиссийӗнче ӗçлекенӗн харпăр кабинетне вӗренсе çитеймен материалсене тепӗр хут ярса парать.
Хăйӗн професси квалификацине паянхи куна Тутарстанри суйлав системинче ӗçлекен 21 пин ытла çын ӳстернӗ.

Реклама

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: