Сувар

Суйлав лăпкă лару-тăрура иртнӗ

Чи интересли – сасăсене шута илесси. Мӗнлерех пулӗ партисен парламентри вырăнӗ? Ку ыран паллă пулӗ.

Тутарстан Республикинче ТР Патшалăх Канашӗн VI пухăвӗн депутачӗсен суйлавӗ Мускав вăхăчӗпе 20.00 сехетре вӗçленчӗ. Республикăри 2281 суйлав участокӗнче вара хӗрӳ ӗç пуçланать кăна ха. Чи интересли – сасăсене шута илесси. Мӗнлерех пулӗ партисен парламентри вырăнӗ?

Республикăри Тӗп суйлав комиссийӗн  председателӗн Мидхат Шагиахметовăн шучӗпе, суйлав регионра лăпкă лару-тăрура иртнӗ. Кăлтăксем пулсан та вӗсем хăш-пӗр партисен представителӗсем фактсем çине мар, кăмăл-туйăм çине тӗрев тунипе çыхăннă. 

Аса илтеретпăр: паян, сентябрӗн 8-мӗшӗнче ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсен VI пухăвӗн суйлавӗ пырать. Пӗтӗмпе республикăра 2281 суйлав участокӗ ӗçлет. 2,9 миллион çынран 15.00 сехет тӗлне республикăра 45,13 процент сасăланă.   

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: