Сувар

Светлана Изамбаева : "ВИЧ вӑл кӑрчанкӑ мар"

Пирӗн фондри хӗрарӑмсем хитре те йӗркеллӗ, хӑшӗ-пӗри ик-виҫ ӗҫре ӗҫлет

ВИЧ пуррисене тӗрев памалли фонд никӗслекенӗн шучӗпе вӑл инфекци наркомансен чирӗ мар, ВИЧ нумайӑшне ар ҫыхӑнӑвӗнчен ерет. Ҫакӑн ҫинчен Андрей Кузьмина интервью панӑ чухне ВИЧ-па пурӑнакан ачасене, хӗрарӑмсене, ҫамрӑксене тӗрев паракан Фондӑн никӗслевҫи Светлана Изамбаева пӗлтернӗ.
"ВИЧ-инфекциллисем наркотик йышӑнакан ҫынсем мар. Вӗсем хӑйсен ҫемйисенче пурӑнакансем, 35 е аслӑрах ҫултисем",– ӑнлантарнӑ Светлана.
Малтан ҫынсем ВИЧа наркомансемпе проституткӑсен чирӗ пек йышӑнатчӗҫ. Изамбаева сӑмахӗсемпе унтанпа нумай мӗн улшӑннӑ, анчах чирлисем пирки начар шухӑшласси ҫаплипех юлать.
"Пирӗн фондри хӗрарӑмсем хитре те йӗркеллӗ, хӑшӗ-пӗри ик-виҫ ӗҫре ӗҫлет. Нумайӑшӗн ачисем пур, хӑйсен историйӗ.
Банкирсем, педагогсем, директорсем, сутуҫӑсем, парикмахерсем, стилистсем. ВИЧ-инфекци кӑрчанкӑ мар, этем йӗркеллех курӑнма пултарать", – каласа панӑ Светлана Изамбаева.

Унран илнӗ интервьюна "События" сайтӗнче вулама пулать, видеоверсине" Ютубри" "Татар-информӑн" каналӗнче курма май пур. Телевиденипе интервьюна шӑматкун 18:30, вырсарникун 13:30-та курма пулать.   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: