Сувар

Таланта тӗрев кирлӗ

Вера Кожемановăн сăмахӗсемпе, кăçалхи музыка фестивалӗ пӗлтӗрхинчен интереслӗрех пулнă – хутшăнакансен географийӗ анлăраххипе

Февралӗн 27-мӗшӗнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрӗнче тăххăрмӗш хутчен Чăваш музыкин фестивалӗ пулчӗ. Кăçал ăна Чăваш автономи облаçӗ йӗркеленнӗренпе 100 çул çитнине тата театр сезонӗн 60 çулхи юбилейне халалланă. Иртнӗ номерте çак пӗлтерӗшлӗ мероприятие Тутарстанран этно-джаз юрăçи Вера Кожеманова хăйӗн музыка ушкăнӗпе хутшăнни çинчен çырса пӗлтернӗччӗ. Унпа эпир Хусана таврăнсан тепӗр хут тӗл пултăмăр. Юрăç Шупашкартан хавхаланса таврăнни палăрчӗ. «Паллах, пире патшалăх шайӗнчи сцена çине чӗнни питӗ савăнтарать. Кун йышши мероприятисем ытти юрăçсемпе, музыкантсемпе паллашма пулнипе те усăллă. Опытлă ӗçтешсенчен пирӗн творчествăна хакласа каланине илтме кăмăллă пулчӗ. Нумайăшӗ эпир питӗ интереслӗ, çӗнӗ енпе ӗçленине палăртрӗ. Паллах, хавхалантарать ӗнтӗ», – шухăшӗсене пӗлтерчӗ Вера Кожеманова.
Вера Кожемановăн сăмахӗсемпе, кăçалхи музыка фестивалӗ пӗлтӗрхинчен интереслӗрех пулнă – хутшăнакансен географийӗ анлăраххипе. Артистсем тӗрлӗ регионсенчен килнӗ, çавсен хушшинче: Хакаси Республикин тава тивӗçлӗ артисчӗ, А.В.Александров ячӗллӗ Раççей çарӗн юрăпа ташă академи ансамблӗн солисчӗ Сергей Кузнецов, асăннă ансамблӗн тепӗр солисчӗ, халăхсен хушшинчи конкурссен лауреачӗ Константин Москалев (иккӗшӗ те Мускавран), халăхсен хушшинчи конкурссен лауреачӗ, «Поволжье» концерт организацийӗн солисчӗ Эльвира Никитина (Саратов), Екатеринбургри оперăпа балет театрӗн солисчӗ Наталья Мокеева, халăхсен хушшинчи конкурс лауреачӗ Ирина Михайлова (Мускав). Артистсем Г.Хирбю, В.Павлов, Ф.Васильев, Г.Максимов, А.Асламас, Г.Лебедев композиторсен хайлавӗсене юрланă. Хальхи чăваш композиторӗн Антон Якшибаевăн çӗнӗ сочиненийӗпе паллашма май пулни куракансемшӗн уйрăмах пысăк парне пулнă.     
Вера Кожеманова сцена çине икӗ юрăпа тухнă: «Тарăн варта» тата «Ларать Ванюк» авалхи чăваш юррисемпе. Тутарстансен пултарулăхне музыкăна ăнланакансем пысăк хак панă. Ку творчество çыннисене питӗ кирлӗ. Вера халӗ çӗнӗ идейăсемпе пурăнать. Нумай пулмасть вӗсем социаллă пӗлтерӗшлӗ проектпа ӗçлеме пуçланă.  «Ларать Ванюк» юрă тăрăх чӗлхе проблемисемпе клип ӳкерме пуçласшăн. «Çак проблема кашни вак халăхăн пур, чăвашсен çеç мар. Марисен те, мăкшăсен те, удмуртсен тата ыттисен. Хамăрăн проектпа эпир чӗлхесем çухалса пынине общество тимлӗхне кăларасшăн», – тет  юрăçă. Проектсем татах та пур унăн. Пулăшакансем кăна сахалрах. Тӗрӗссипе, юрăçăн ӗçӗ, творчестви чăваш халăхӗн юрă искусстви аталанăвӗшӗн пӗлтерӗшлӗ. Ман шутпа, профессилле шайра тăрăшакан музыкантсене Культура министерствин тӗрев памаллах. Ку енӗпе Пушкăртстанри, Тутарстанри профильлӗ ведомствăсен ӗçне тӗслӗхе лартмалла. Унта опера юрăçисене кăна мар, эстрада çăлтăрӗсене те тӗрлӗ проектсем пуçарса, грантсем уйăрса, конкурссем ирттерсе пулăшаççӗ. Тутарсем хăйсен культурипе паллаштарма океан урлă та каçрӗç ӗнтӗ. Чăвашсен чиновникӗсем те талантлă юрăçсемпе музыкантсене тӗрев пама пуçласса шанас килет.
Ирина ГОРДЕЕВА.
Сăнӳкерчӗк opera21.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: