Сувар

Тавралӑх летописецӗ

Валентин Бурайкин ТР тава тивӗҫлӗ пичет ӗҫченӗ пулса тӑчӗ

Нурлатри Валентин Бурайкинăн çак кунсенче харăсах икӗ уяв пулчӗ.​ Февралӗн 23-мӗшӗнче çемйипе Çӗршыв хӳтӗлевçисен кунне паллă турӗ. Çăмăлах мар, анчах çав тери пӗлтерӗшлӗ çар пурнăçне аса илчӗ çав кун. Шăпах çарта чух округри хаçата пуçласа заметкăсемпе репортажсем çырнă вăл.

Çӗршыв хӳтӗлевçисен уявӗ умӗн Тутарстан Правительстви Валентин Михайловича «ТР пичетпе массăллă коммуникацисен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ» хисеплӗ ятпа чысларӗ. Сумлă наградăна республика Президенчӗ Рустам Минниханов Нурлат хулинче пачӗ. Творчествăра малашне те çитӗнӳсем тума ăнăçу сунчӗ. Валентин Михайлович хăй те парăмра юлмарӗ, паллă ентешӗ, халăхшăн тăрăшса пуç хунă колхоз председателӗ Николай Филиппов çинчен çырнă «Председатель» тӗпчев кӗнекине парнелерӗ.​ ​
Валентин Бурайкин 20 çул вырăнти «Туслăх» хаçатпа çыхăну тытать. Прозăпа сăвăсене вырăсла та, чăвашла та ăста çырать. «Внемля зову», «Сокровенное. Кăмăл уççи», «И надо жить»​ кӗнекисене вулакан хапăлласа йышăнчӗ.
Çулӗсене пăхмасăр калемӗ мăкалмасть-ха Тутарстанри чăваш çыравçин.​ Валентин Михайлович çывăх вăхăтра хăйӗн тепӗр пысăк ӗçне, Нурлат районӗн хисеплӗ çыннисем (хресченсем, ӗç çыннисем, культура ӗçченӗсем, вӗрентекенсем) çинчен çырнă кӗнекине вӗçлеме хатӗрленет. Аса илтеретпӗр, автор ТР Культура министерствин 100 пин тенкӗлӗх грантне тивӗçнӗччӗ. Ку укçа кӗнекене пысăк тиражпа кăларма пулăшӗ.

Николай СОРОКИН.
ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗ, РФ тата ТР культурисен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ.
Сăнӳкерчӗк tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: