Сувар

Тавӑрас тенӗ те

Савнийӗ патне хăнана кайсан хайхин телефонӗнче унчченхи хӗрӗн çарамас ӳкерӗннӗ сăнӳкерчӗкӗсене асăрханă та копи тунă.

  ТАВĂРАС ТЕНӖ ТЕ...
25-ри Элмет хӗрӗ çитес вăхăтра суд сакки çине ларӗ. Çак ăссăрла утăма тума ăна кӗвӗçӳ хистенӗ иккен. Кăçал июль уйăхӗнче Лениногорска савнийӗ патне хăнана кайсан хайхин телефонӗнче унчченхи хӗрӗн çарамас ӳкерӗннӗ сăнӳкерчӗкӗсене асăрханă та копи тунă. Каярах хăйӗн социаллă сетьри страницине лартнă. Çапла майпа каччăн унчченхи савнине тавăрас тенӗ пуль те...​ урăхла пулса тухнă. Харпăр çыннăн пурнăçне тытмалла марри çинчен закона пăснă. Ку вара – статья. Хăйӗн айăпне йышăнмасть вăл, ӗçе пăхса тухма миравай суда янă.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: