Сувар

Театр ҫулталӑкне хусансем камитпе вӗҫлерӗҫ

Театр сывӑ чухне халӑх та сывӑ. Ҫакна Хусанта пурӑнакан чӑвашсем лайӑх ӑнланаҫҫӗ.

Пытармалли ҫук, Хусанта К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш драма театрӗн спектаклӗсене юратаҫҫӗ, вӗсене кӗтеҫҫӗ. Ҫавӑнпа декабрӗн 21-мӗшӗнче Халӑхсен Туслӑхӗн ҫуртне ҫын та сахал мар пухӑннӑччӗ.

Икӗ пайлӑ "ЧУХХӐМ ВАНЬКА АВЛАНАТЬ" камитӗн пъесине Владислав Николаев ҫырнӑ. Автор паянхи ялӑн пӑтӑрмахӗсем ҫине шӳтлесе те чӑнласа пӑхать. Сатира витӗр эмансипаци ҫине пӑхать, меммелӗхе питлет. Хальхи спектакльте сцена ҫинче артистсемпе пӗрле интернет та, кнопкӑсӑр телефонсем те "выляҫҫӗ. Вӗсем валли Наталья Сергеева режиссёр вырӑн тупнах. Пӗр сывлӑшпа тенӗ пек юхса пычӗ камитри сюжет. Вӗҫӗнче савӑнӑҫлӑ туй пулчӗ. 

Актерсене куракансем нумайччен ӑшшӑн алӑ ҫупса тав турӗҫ, 2020 ҫулхи февралӗн 1-мӗшӗнче Туслӑх Ҫуртӗнче иртекен ентешсен тепӗр тӗлпулӑвне – эстрада концертне те килме пулчӗҫ. 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: