Сувар

Тольятти чăвашӗсем Туслăх кунне хутшăнчӗç

Самар облаçӗнче 157 тӗрлӗ халăх çынни пурăнать, Тольяттире те самаях – 130. Тӗрлӗ наци çыннисем туслă пурăнни питӗ пысăк  пӗлтерӗшлӗ. Çак çирӗп пӗрлелӗхре – çӗршывăн хӳтлӗхӗ те хăватлăхӗ. Тӗрлӗ халăхсем пӗр пулни, пӗр-пӗрин культурине,йăли-йӗркине хисеплени чи хаклă вырăнта пулмалла пурнăçра. Самар облаçӗ 2015 çултанпа кашни çулах авăн уйăхӗн иккӗмӗш шăматкунӗнче тӗрлӗ халăхсен Туслăх кунне палăртать. Енчен те малтанхи праçниксем облаçăн тӗп хулинче иртрӗç, анчах кăçалхи улттăмӗш Туслăх кунӗ Тольяттире пулчӗ. Сăлтавӗ те пур, мӗншӗн тесен Тольятти нумай нациллӗ, толерантлă пысăк хула (699 пин те 367 çын пурăнать) тата кăçалхи 2020 çул хулари чи капмар предприяти АВТОВАЗ пӗрремӗш «Жигули» машинине кăларнăранпа 50 çул тултарнине палăртрӗ. Çавăн пиркиех Дмитрий Азаров кӗпӗрнаттăр 2020 çула Самар облаçӗнче Тольятти çулӗ тесе пӗлтернӗччӗ.

Туслăх кунне уçма хула администрацийӗн пуçлăхӗ Сергей Александрович Анташев тата хула Думин председателӗ Николай Иванович Остудин сцена çине тухрӗç. «Тӗрлӗ халăхсем пӗр-пӗрне ăнланни тата çирӗп туслăх малашне те хулана ӳсме, чечекленме, аталанма пулăштăр», - терӗ С.А.Анташев.

Тӗп районти Ирӗклӗх лапамӗнче, Пукане театрӗ умӗнче  йӗркелӳçӗсем питӗ нумай кăсăк та илемлӗ мероприятисем хатӗрленӗ. «Все мы – Россия» ятпа этно-ярмарка ӗçлерӗ. Тольяттири, Самарти, муниципаллă районсенчен килнӗ артистсем, пултарулăх ушкăнӗсем хăйсен культурипе, юрри-ташшипе куракансене савăнтарчӗç. Хулари чăвашсем те хăйсен пултарулăхне кăтартрӗç: икӗ чăваш халăх ансамблӗ «Телей» (илемлӗх ертӳçи А.Мураткина) тата «Шанчăк» (илемлӗх ертӳçи Н.Панфиленко) этно-ярмарка сцени çинче юрларӗç, ташларӗç, «Шурăмпуç» фольклор ансамблӗ (илемлӗх ертӳçи Л.Сибулатова) музей экспоначӗсемпе курав сӗтелӗ хатӗрлерӗ. Куракансене уйрăмах çăпатасем килӗшрӗç, нумайăшӗ пӗрремӗш хут тытса курчӗç. Тӗлӗнекенсем те пурччӗ: «Епле çӳренӗ-ши чăвашсем çăпатапа сивӗ те йӗпе кунсенче?..»

Самарти чăваш ансамблӗсем те – «Самар ен» (илемлӗх ертӳçи Л.Максимова) тата «Хавас» (концертмейстер Н.Волкова) – хăйсен юррисемпе савăнтарчӗç. Паллах, чăвашсем кăна мар, ытти халăхсем те хăйсен куравӗсемпе, пултарулăхӗпе паллаштарчӗç.

Хăш-пӗр библиотекăсем ятарласах, Чăваш автономи облаçне   йӗркелӗренпе 100 çул çитнине халалласа куравсем хатӗрленӗ. Эпир, хулари Чăваш наципе культура автономийӗнче тăрăшакансем, нумай-нумай шкулсенче, ача сачӗсенче, библиотекăсенче тата ытти вӗренӳ учрежденийӗсенче, пандеми тытăнас умӗнхи тапхăрта, пайтах пултăмăр, чăваш халăх историйӗпе, культурипе Чăваш Республикин  атрибучӗсемпе паллаштартăмăр. Халь утса иртнӗ чухне ачасем, библиотекарьсем пире паллани, мӗн тесен те, савăнăç, эпир тӗлпулусенче ырă йӗр хăварнине пӗлтерет тесе шутлатăп. Акă «Истоки» ятлă библиотекăн ертӳçи Ольга Александровна Горшенева ачасене чăвашла тӗрлеме вӗрентет, мастер-класс парать. Хӗрачасем кăмăлласах чăваш тумтирне эрешлеççӗ.

Иртсе пынă чухне пăхатăп та галерейăра икӗ айккипе темӗн çырнă хăюсем çакăнса тăраççӗ. Çил вӗçтернипе вулама та çук. Кунта Расул Гамзатов сăвви, тепринче – Габдулла Тукай, чăвашла çырнине те шыраса тупрăм – Василий Иванович Давыдов-Анатрин чуна хумхантаракан илемлӗ сăвă йӗркисем:

«Чувашский край, с какой любовью

Ты с малых лет меня растил

И душу радует сыновью

Размах твоих растущих крыл.

Чувашский край мой, под защитой

России – матери твой взлет.

Мы с ней судьбой и сердцем слиты

Века и на века вперед».

«Аслă Çӗнтерӳ 75» ятлă галерея умӗнче те чарăнса тăмасăр иртес çук. Кунта Ирӗклӗх лапамӗ тăршшӗпе икӗ енчен пайтах «Асăну парачӗ» щичӗсене вырнаçтарнă, чăвашсем çинчен çырни те пур. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пӗтӗм фронтсенче чăвашсем хастарлăх, паттăрлăх кăтартнине хумханмасăр вулаймастăн, кашнин сăнӳкерчӗкӗ тивӗçлӗ кунта тăма. Самар облаçӗнчи Похвиçнӗ районне кӗрекен Ăрсиелӗнче çуралса ӳснӗ Федор Николаевич Ижедеров, Чаллăпуç районӗнчи Чăваш Эштепенри Георгий Константинович Дюдюкин тата Чăваш Енри Муркаш районӗнчи Изедеркино ял хутлăхне кӗрекен Сюнелькинăра çуралса ӳснӗ Григорий Алексеевич Алексеев Совет Союзӗн Геройӗсем çинчен тӗплӗн çырса кăтартнă.

Тем пысăкăш экран çинче Самар облаçӗнчи тӗрлӗ халăх çинчен видеоролик пӗрмаях кăтартса тăчӗç, ачасем валли Жилин урамӗнчи скверта тăршшӗпех мастер-классем, нумай вăйăсем, викторинăсем йӗркелерӗç. Ачасем кăна маар, аслисем те хăйсене тӗрӗслеме викторинăсене хутшăнаççӗ. Эпӗ хам та, сăмахран, питӗ интересленсе, АВТОВАЗри машинăсен маркисене тӗрӗс калассипе тата хулари тӗрлӗ объектсен пӗр пӗчӗк çеç ӳкернӗ фото пайӗпе çав учреждени е палăк мӗн ятлине, ăçта вырнаçнине пӗлессинче тăрмăшрăм. Иккӗшӗнче те приз илме тивӗçлӗ пултăм, çумра мана сӗнӳ парса тăракан ачасене парнесене парсах хăвартăм.

Владимир ЛЕВУКОВ. 

Тольятти хули.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: