Сувар

Томск чӑвашӗсем Питрава Пӗтрекке теҫҫӗ

Шӳрпепе тултармӑш - чӑваш халӑх сӑйлавӗ, вӗсемсӗр уяв чӑнтан мар

Июлӗн 13-мӗшӗнче Томск ҫывӑхӗнчи Горьковка-Петровка ялӗнче чӑвашсем ПИТРАВ ПУХХИ е ПĔТРЕККЕ уявне ирттереҫҫӗ. Така пусса шӳрпе пӗҫереҫҫӗ, тултармӑшсем хатӗрлеҫҫӗ. Хӑналанас умӗн концерт пулнӑ. Кемерово облаҫӗнчи Прокопьевск районӗнчи Михайловкӑри "Хĕлхем" ансамблӗн анлӑ концерт кӑтартнӑ. Унӑн программинче юрӑсемпе ташӑсем, миниатюрӑсем пулнӑ.

Ку ансамбле ҫынсем Томск облаҫӗнчи Чӑваш культура обществин 20 ҫуллӑхӗнчен пӗлеҫҫӗ. Уйрӑмах ансамблӗн ертӳҫине Вера Спиридоновӑна тата Александр Спиридонов, Александр Чернов, Алефтина Мурзина солистсене кӑмӑллӑн кӗтсе илнӗ. 

Яков Мульдияров ертсе пыракан "Палан" ансамбль тата уяв хуҫи Анна Мульдиярова та тав сӑмахӗсене тивӗҫрӗҫ. 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: