Сувар

Кашни икӗ эрнере тӗнчере пӗр чӗлхе ҫухалать

Чӗлхесем ирӗлсе пӗтнин тӗп сӑлтавӗ – вӗсемпе килте калаҫманни.

Нацисен пӗрлешӳллӗ организацийӗ (ООН) 2019 ҫула вырӑнти тӗп халӑхсен чӗлхисен ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра тӗнчере 7 пине яхăн абориген чӗлхи шутланса тăрать. Анчах вӗсемпе этемлĕхӗн 4 проценчӗ ҫеҫ усӑ курать. Статистика тӑрӑх кашни икӗ эрнере пӗр чӗлхе ҫухалать.

Раҫҫейре 190 наци шутланса тăрать. Вĕсенчен ҫӗре яхӑнӗш тӗп халӑхсем. Ҫӗршыври Наука академийĕн чӗлхе институчĕн кӑтартӑвӗсемпе Раҫҫейре 150 чӗлхе шутланса тӑрать. Вырӑнти диалектсене шута илсен, вӗсен хисепӗ 300-тен те иртсе каять. Чӗлхеҫӗсем сӑнанӑ тӑрӑх, юлашки 150 ҫул хушшинче Раҫҫейре 14 чӗлхе ҫухалнӑ. Вӗсенчен 5-шӗ Совет Союзӗ арканнӑ хыҫҫӑн пӗтнӗ. Пӗтес хӑрушлӑхра тата 18 чӗлхе тӑрать, мӗншӗн тесен вӗсемпе халӑхсен представителӗсен 20 проценчӗ ҫеҫ калаҫать. 

Чӗлхесем ирӗлсе пӗтнин тӗп сӑлтавӗ – унпа килте калаҫманни. Вӑл ҫемьере ачасене куҫса пыма чарӑнать. Арӑмӗ харсӑр, упӑшки чӗмсӗр пулсан, килте тӑван чӗлхене илтместӗн те. Йӑлт вырӑсла. Ҫавӑнпа та чӗлхе пӗтнин тӗп инкекӗ – ӑна ачасем начар вӗреннинче мар– аслисем начар вӗрентнинче. Хӑвӑрах куратӑр хальхи вӑхӑтра мӗн пулса иртнине – айӑплисем эпир хамӑр. 

 

 

 

 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: