Сувар

Тӗп хула юбилейӗ элтеперсӗр иртрӗ

Паян ак Хусана Раҫҫей Президенчӗ хӑй Ӗҫ аллисен чемпионатне хупма килет. Ҫакӑ 550 тултарнӑ Шупашкара ҫӗршыв политика повесткинчен кӑларса пӑрахнӑ пекех туйӑнать. Мускава ӗҫ аллисемпе тивӗҫтерсе тӑракан провинцие ҫаврӑнчӗ пуль ҫав вӑл юлашки ҫулсенче.

Чӑвашсен ӗлӗкхи йӑлине пӑхӑнса-ши, пӗр эрне паллӑ турӗ Шупашкар хӑйӗн 550-ҫуллӑхне. Кун пекки нихҫан та пулман теҫҫӗ шӗкӗр хулара нумай ҫул пурӑнакансем. Ятарлӑ медаль те хатӗрленӗ, хулана та тирпейленӗ, хӑнасене те чӗннӗ. Михаил Игнатьев кӑна ҫук. 

Республика Пуҫлӑхӗ ку вӑхӑта отпуск илнӗ. Ҫавӑнпа-ши, ҫак кунсенче Хусанта пулнӑ РФ Премьер-министрӗ Дмитрий Медведев та, вице-премьер Татьяна Голодец та Шупашкара кӗрсе тухас темерӗҫ. Путинӑн саламлӑ телеграммипе тата Куба элчипе ҫеҫ ҫырлахрӗ авалхи хула. Паян ак Хусана Раҫҫей Президенчӗ хӑй Ӗҫ аллисен чемпионатне хупма килет. Ҫакӑ 550 тултарнӑ Шупашкара ҫӗршыв политика повесткинчен кӑларса пӑрахнӑ пекех вуланать. Мускава ӗҫ аллисемпе тивӗҫтерсе тӑракан провинцие ҫаврӑнчӗ пуль ҫав вӑл. 

Тепӗр тесен, пысӑк мӑйӑрсем ҫуккипе уяв та лӑпкӑрах, хӗвӗшӳсӗр иртмелле пек. Халӑх валли. Шупашкара "Стрижи" самолёт ушкӑнӗ килнӗ, Турецкий хорӗ тата ыттисем. 

 

 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: