Сувар

Туслӑх пӑтти Хӑятра тутлӑ пулать

Этем ҫутҫанталӑкпа гармонире пурӑннӑ чухне, ҫынсем хӑят чечекӗн ҫак кунхи асамлӑ вӑйне ӗненнӗ

  Хăят - Пӑва районӗнчи Пӳркелӗнче йӑла уявӗ. Ӑна ҫулсерен июнӗн 29-мӗшӗнче ирттереҫҫӗ, шӑпах улӑхсенче хӑят чечекӗ ҫеҫкене ларнӑ вӑхӑтра.

Ҫак чечек ял уявӗн символӗ пулса тӑрать те. Ӗлӗк, этем ҫутҫанталӑкпа гармонире пурӑннӑ чухне, ҫынсем хӑят чечекӗн ҫак кунхи асамлӑ вӑйне ӗненнӗ.

Вӑйӑ каланӑ чухне алӑра кӗрен чечек тытса утасси йӑлана кӗрсе юлнӑ. Ҫӗрӗпе юрланӑ хыҫҫӑн ҫамрӑксем ҫак чечексене учӳк кӳллине пӑрахнӑ, унӑн шывӗпе ҫӑвӑнса вӑй-хӑват илнӗ те килӗсене саланнӑ. 

Халь йӑласем улшӑннӑ ӗнтӗ, анчах хӑят чечекӗн хӑвачӗ пӳркелсене паянхи кун та уяв тума вӑй парса тӑрать.

Реклама

Июнӗн 29-мӗшӗнче Пӳркелне Рункӑ, Пӑрӑнтӑк, Шемек ялӗсенче фольклор ушкӑнӗсем килнӗ, ачасен ушкӑнӗсем пултарулӑхне кӑтартнӑ.

Ҫӗнӗ йӑлапа вӗсем валли вӑйӑ площадкисем, фотозона йӗркеленӗ.

Вырӑнти Культура ҫурчӗн ӗҫченӗсемпе ЧНКЦ хастарӗ ем йӗркеленӗ мероприяти

 И.Н.Юркин музейӗнче малалла тӑсӑлнӑ. Туслӑх пӑтти Хӑятра уйрӑмах тутлӑ пулать.

Теги: Хӑят
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: