Сувар

"Тутар пикинче" ҫӗнтерекене машина парнеленӗ

Тутар Конгресӗ конкурса ирттерме мул шеллемен, мала тухнӑ пикене "Гранта" ҫӑмӑл автомобиль парнеленӗ. 

 Ижевскра "Татар кызы-2019" халӑхсем хушшинчи конкурс иртнӗ. Унта Узбекистанра ҫуралса ӳснӗ, халӗ Хусанта вӗренекен Лилия Камилова ҫӗнтернӗ. 

Тутар Конгресӗ конкурса ирттерме мул шеллемен, мала тухнӑ пикене Златоуст маҫтӑрӗсем туса хатӗрленӗ тухъя евӗр корона тата "Гранта" ҫӑмӑл автомобиль уҫҫисене парнеленӗ. 

Финала хутшӑннӑ ытти хӗрсем те чаплӑ парнесене тивӗҫнӗ. Мӗнле-мӗнле ятсемпе тивӗҫтереҫҫӗ-ха тутарсем хӑйсен пикисене? 

"Чи хӳхӗм пике", "Чи ӑста пике", "Чи пултаруллӑ пике", "Чи талантлӑ пике", "Чи илӗртӳллӗ пике", "Чи хӑюллӑ пике", Чи уҫӑ кӑмӑллӑ пике", "Чи тавҫӑруллӑ пике"," Хӗм сапса тӑракан пике", "Чи малӗмӗтлӗ пике"," Чи тӑрӑшуллӑ пике", "Чи ҫепӗҫ пике", "Чи музыкаллӑ пике".

Тутар Конгресӗн пресс-службин сӑнӳкерчӗкӗсем 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: