Сувар

Тутарстан Президенчӗн Посланине итленӗ май

Паллах, эпир ку çитӗнӳсем çинче чарăнса тăмастпăр, пирӗн тата нумай йывăрлăха çӗнтермелле-ха

Тутарстанăн пурнăçӗнчи чи пӗрремӗш задачăсенчен пӗри – нацисем тата конфессисем хушшинчи тăнăçлăхпа килӗшӳ пулнине Рустам Минниханов пӗрре мар палăртрӗ хăйӗн паянхи Посланийӗнче. Вăл халăхăн этнокультура тата чӗлхе пӗлӗвне тӗрев парассин пӗлтерӗшне те асăнчӗ.

Çакна валли Минниханов сăмахӗсемпе, чӗлхесене упрама оптималлă условисем кирлӗ.
Ку ӗçре Минтимер Шаймиев пуçарăвӗпе республикăра йӗркеленекен полилингвальлӗ вӗрентӳ комплексӗсем (темиçе чӗлхене вӗрентекен шкулсем) пулăшмалла.

2020 çулта иртекен халăх перепиçӗнче çынсен наци идентификацийӗпе çыхăннă ыйтусене татса памалла пулать. Регион влаçӗсем граждан обществин институчӗсемпе тата наципе культура автономийӗсемпе анлă ӗç илсе пыраççӗ. Минниханов сăмахӗсемпе этника реалийӗсене объективлă тата тӗрӗс палăртмалла.

Халăхсем хушшинчи хутшăнусене комментари парса Минниханов Хусанта пулса иртнӗ тӗнче пӗлтерӗшӗллӗ проектсемпе пулăмсене асăнчӗ. Професси ăсталăхӗпе WorldSkills тӗнче чемпионачӗ Хусанта иртни республикăра квалификациллӗ кадрсене малалла хатӗрлеме май парать.

2020 çулта Хусан тӗнчери ишев тӗп хули пулса тăрӗ тата волейболпа Тӗнче чемпионатне хатӗрлекенсенчен пӗри пулӗ. 2025 çулта кунта шыв спорчӗпе Тӗнче чемпионачӗ иртет.  

Этем капиталне аталантарасси тата халăхăн пурнăç пахалăхне ӳстересси влаç органӗсен ӗçӗн тӗп приоритечӗ пулса пырать. Çакăн çине Стратеги-2030 тата республикăри мӗн пур программа ӗçлет. Кăçалтан вӗсем çӗршыв Президенчӗ хушнипе наци проекчӗсене пурнăçа кӗртес мерăсемпе тӗрекленчӗç.

5 çул каялла пирӗн 27 программăччӗ, халӗ – 40. Вӗсене пурнăçа кӗртме республика бюджетӗнчен кăçал 40 миллиард тенкӗ укçа хывнă, – терӗ Минниханов. – Ку вăл çӗнӗ тата юсаннă çуртсем, шкулсемпе ача сачӗсем,  поликлиникăсемпе ФАПсем, спорт площадкисем, модульлӗ йӗлтӗр базисем. Обществовăлла хутлăхсем те палламалла мар улшăнчӗç: парксем, çыран хӗррисем, урамсемпе бульварсем, скверсемпе лапамсем.

Таса ӗçмелли шывпа тивӗçтерес, урамсенче çутă тăсас, ял клубӗсене юсас, йӗтемсемпе пахча-çимӗç хранилищисене, машинапа трактор паркӗсене ӗçлеттерес тесе ялсенче пысăк ӗç илсе пырăнать. Самообложени программи те районсенче ăнăçлă ӗçлет.

Унсăр пуçне республикăра çӗнӗ çулсемпе кӗперсем тума кăна кăçал 32 млрд тенкӗ уйăрнă.

Уйăрнă укçа-тенкӗн, туса лартнă объектсен типӗ цифрисем хыçӗнче конкретлă çынсем, çемьесем тăраççӗ. Вӗсен пурнăçӗ лайăх енне улшăнни пуçлăхсене те савăнтарать.

Паллах, эпир ку çитӗнӳсем çинче чарăнса тăмастпăр, пирӗн тата нумай йывăрлăха çӗнтермелле-ха, – терӗ Рустам Нургалиевич. – Тутарстанри мӗн пур поликлиникăна модернизацилес пысăк программăна вӗçлесен эпир стационарлă пульница комплексӗсене юсас çӗнӗ пилӗкçуллăха пуçлăпăр.

Кăçалтан республикăра ача лагерӗсене тӗпрен юсас, реконструкцилес, çӗннисене тăвас тӗлӗшӗпе «Çулла – ачасене» программа хута кайрӗ. Виçӗ çул хушшинче мӗн пур муниципаллă йӗркеленӳре 94 çакнашкал объекта çӗнетме тивет. Çакăн валли 7 млрд тенкӗ укçа уйăраççӗ.

Усламçăсем валли лайăх условисем туса парас тесе влаçсем электронлă маркетинг центрӗ тунă, вăл 500 предприятие 1,5 млрд тенкӗлӗх тавар сутма май панă. Ешăлвар районӗнче ют çӗршыври пысăк интернет-команин логистика центрне тăваççӗ.

Рустам Минниханов ытти сферăсене те асăнчӗ хăйӗн Посланийӗнче. Çапах юлашкинчен ял хуçалăхӗ çинче чарăнса тăчӗ. Вăл кăçал Тутарстанра пӗлтӗрхинчен çур миллион тонна ытларах тырă пухса илессине мăнаçланса пӗлтерчӗ. Уйрăм хуçалăхсем, фермерсем, кооперативсем ял хуçалăх продукцийӗн çуррине туса кăлараççӗ. Анчах агрофирмăсемпе фермерсем продукцин тарăн переработкипе аппаланмаççӗ. Çакна пурнăçа кӗртме хушу пачӗ Президент ТР Ял хуçалăх министерствине.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: