Сувар

«Тутарстанӑн 100 легендарлӑ бренчӗ» конкурсри сасăлава пӗтӗмлетнӗ

Çӗнтерӳçӗсен хушшинче чăвашсемпе çыхăннă предприятисем те пур

Республика 100 çул тултарнине халалласа ирттернӗ «Тутарстанăн чи лайăх 100 бренчӗ» интернет-конкурс вӗçленнӗ.

 Унăн икӗ тапхӑрӗнче республикӑра пурӑнакансем чи лайăх 900 брендран суйласа илсе 200 пин хут сасăланă. Конкурс январӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа кӑҫалхи апрелӗн 6-мӗшӗччен тӑсӑлнӑ. Ăна Тутарстан аталанăвӗшӗн тăрăшнă отрасльсенчи предприятисен, коллективсен ӗçне хисеп туса ирттернӗ.

Январӗн 20-мӗшӗнчен пуçласа февралӗн 21-мӗшӗччен иртнӗ пӗрремӗш тапхăрта татарстансем 16 отрасльти 57 чи лайăх бренда суйларӗç. Промышленность сферинчи предприятисем хушшинчи кӗрешӳ уйрăмах çивӗч пулчӗ.   

Мартăн 1-мӗшӗнче тапраннă иккӗмӗш тапхăрта республика çыннисем кашни 43 районти пӗрер бренда суйланă.

Сасӑлав лидерӗсен хушшинче Алексеевски, Мӗслӗм, Павлă, Ҫӗнӗ Шуçăм районӗсем, Сасăсен шучӗпе иккӗмӗш вырăнта Пăва, Лайăш, Саба районӗсем.

Йӗркелекенсен шучӗпе, Covid-19 инфекцийӗ сарăлнă вăхăтра çак конкурса хутшăнса сасăлани тутарстансене йывăр шухăшсенчен хăпма, лайăххи çинчен шухăшлама пулăшнă.

Конкурса ирттерекенсем сасăлавра фальсификаци тума хăтланнă тӗслӗхсене те палăртнă. Хăш-пӗр муниципалитетсенче чикӗ леш енчи IР адрессенчен йышлă сасăлав йӗркелеме тăрăшнисене асăрханă. Çавăн пек хăтланса чикӗсӗр нумай сасă пуçтарнă результатсене пăрахăçланă.   

Сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗсем http://100brand.ru сайтра пичетленнӗ.

Палăртса хăвармалла, çӗнтерӳçӗсен хушшинче чăвашсемпе çыхăннă предприятисем те пур. Тӗслӗхрен, Çӗпрел районӗнчи «Тăван ен» хаçат, Алексеевски районӗнчи Пӳлерти музей-заповедник, Элкел районӗнчи «Хузангаевский» ял хуçалăх производствин кооперативӗ.

Реклама

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: