Сувар

Тутарстанра 17 пин самозанятый ӗҫлет

Хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсем патшалӑх контракчӗсен конкурсӗсенче те хутшӑнаяҫҫӗ

 

Паянхи куна республикӑра 17 пин хӑй тӗллӗн ӗҫлекен граждан регистрациленнӗ. Ку ҫынсем маларах налогсенчен пӑрӑнакан йыш пулнӑ пулсан, халӗ хӑйсен услам ӗҫӗнчен бюджета 4-6 процент куҫараҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсене саккунсӑр предпринимательствошӑн хурӑнакан штрафсенчен хӑтарать. Ҫӗнӗ налог режимӗпе ҫулталӑкне 2,4 млн тенкӗрен сахалрах ӗҫлесе илекен граждансем усӑ курма пултараҫҫӗ.

Реклама

Самозанятый статусӗ саккунлӑ ӗҫ илсе пыма май парать. Граждансем тупӑшне ҫирӗплетме пултарни вӗсене ҫурт-йӗр валли кредит илме май парать тата ытти ҫӑмӑллӑхсем кӳрет. 

Тутарстанра самозанятыйсем биржӑри торгисене те хутшӑнаяҫҫӗ. Нумай пулмасть вӗсенчен пӗри ТР Экономика министерствин кабинет алӑкӗсем ҫине аллюминь табличка хатӗрлемелли конкурсра ҫӗнтернӗ. 46 пин тенкӗлӗх заказа усламҫӑ икӗ эрнере туса пама шанстрать.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: