Сувар

Тутарстанра 6 пин çамрăк çемье социаллă ипотека программипе хваттер илме пултарать

Пулăшупа арăмӗпе упăшкинчен пӗри те пулсан 35 çула çитмен çемьесем усă курма пултараççӗ.

Тутарстанра 6 пин çамрăк çемье социаллă ипотека программипе çурт-йӗр илме пултарать. Çакăн пирки ТР Президенчӗн пресс-службин ертӳçи Лилия Галимова пӗлтернӗ. Кун çинчен калакан Постановление ТР Президенчӗн хушăвӗпе ТР Министрсен Кабинечӗ çирӗплетнӗ.

«Рустам Минниханов çакăн пек йывăр лару-тăру вăхăтӗнче çамрăксене тӗрев парасси çине пысăк тимлӗх уйăрма хушать», – пӗлтернӗ Л.Галимова.

Постановленипе килӗшӳллӗн, пулăшупа арăмӗпе упăшкинчен пӗри те пулсан 35 çула çитмен çемьесем усă курма пултараççӗ. «Çак пулăшу демографи лару-тăрăвне лайăхлатасса, çамрăк специалистсене республикăн хулисемпе районӗсенче тӗпленсе ӗçлесе пурăнма хавхалантарасса шанас килет», – тенӗ Рустам Минниханов шăматкунхи канашлура сăмах каланă чух.

Социаллă ипотека программипе усă курса еплерех çурт-йӗрлӗ пулма май пулни пирки тӗплӗнрех «Сувар» хаçатăн çитес номерӗнче вуласа пӗлме пулать.

                                                                             

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: