Сувар

Тутарстанра дрон вӗҫтерекенсене хатӗрлеме тытӑнасшӑн

Ҫакӑн ҫинчен журналистсене Пилотсӑр вӗҫев аппарачӗсен пилочӗсен ассоциацийӗн председателӗ Алексей Галютин пӗлтернӗ

Ассоциаци ҫумӗнче дронсене вӗҫтерекенсен курсӗсене йӗркелесшӗн.  Галютин сӑмахӗсемпе, ассоциаци халӗ те дрон вӗҫтерес текенсене пулӑшать. Совещанисем, пухусем йӗркелет. Анчах та ку кӑна ҫителӗксӗр, ятарлӑ шкул кирлӗ. Унта техника хаййевӗрлӗхӗсене ӑнлантарнипе пӗрле вӗҫевсен саккунлӑхӗ пирки те пӗлӳ пама пулать. 

"Вӗҫевсем ирттерме ирӗк илме, йӗркесене пӑсас мар тесен, ҫынсем сывлӑш законодательствине пӗлмелле", – тесе хушнӑ Патшалӑх авиаци транспорчӗсен надзорӗн Тутарстанри территори уйрӑмӗн начальникӗн ҫумӗ Альберт Сафин. 

Ун шухӑшӗпе беспилотниксене вӗҫтерес нормативлӑ база хальлӗхе вӑйсӑртарах. Тӗслӗхрен, вӗҫев ирттерме ирӗк илес вӑхӑт 14-24 кун тӑсӑлать. Анчах ассоциаци тунӑ сайтра ҫакна пӗр кунах саккунлӑ майпа туса пулать.

"Татар-информ" сӑнӳкерчӗкӗсем 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: