Сувар

Тутарстанра иккӗмӗш миллион тонна тырӑ пухса илнӗ

Пӗлтӗр ҫак кун тӗлне Тутарстанра тӗш-тырра 168,1 пин гектартан пухса кӗртнӗ пулнӑ. Вӑтам тухӑҫ гектартан 32,7 центнер пулнӑ, пӳлмесене пурӗ 550 пин тонна кӗнӗ

      

ТР Ял хуҫалӑхӗпе продовольстви министерствин операиивлӑ даннӑйӗсем тӑрӑх, августӑн 10-мӗшӗ тӗлне республикӑра тӗш-тырӑ тата пӑрҫаллӑ культурӑсене 506,3 пин гектар ҫинчен вырса илнӗ, ку Тутарстанри тырӑ хирӗсен 34 проценчӗ кӑна-ха.
Паянхи ирхинене республикӑри йӗтемсене 2 млн та 26 пин тонна тырӑ кӗнӗ. Тухӑҫ пӗр гектартан 40,6 центнер.
Тырӑ вырассипе малта Пӑва районӗ пырать, кунта ӑна 110 пин тонна пухса илнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта Теччӗ районӗ – 97,7 пин тонна. Виҫҫӗмӗш вырӑнта Зай районӗ, унта 91,9 пин тонна тырӑ пухса кӗртнӗ.
Тӑватӑ районта вырма темпӗсем ҫурри патне ҫывхарнӑ. Ҫапла Элкел районӗ пӗтӗмӗшле тырӑ лаптӑкӗсен 49 процентне пӗрчӗллӗ культурӑсенчен тасатнӑ, Пӑва районӗнче – 46%, Нурлатпа Апасра – 44%.
Заинск районӗнче ҫумӑрсем вӑхӑтлӑ тата кирлӗ чухлӗ ҫунӑ ахӑр, унта гектартан 61,3 центнер вырса илеҫҫӗ. Ҫак кӑтартупа лидерсен шутне Теччӗ, Сарман, Мензеле районӗсене кӗртме пулать.
ТР Ял хуҫалӑх министерствин кӑтартӑвӗсемпе, пӗлтӗр ҫак кун тӗлне Тутарстанра тӗш-тырра 168,1 пин гектартан пухса кӗртнӗ пулнӑ. Вӑтам тухӑҫ гектартан 32,7 центнер пулнӑ, пӳлмесене пурӗ 550 пин тонна кӗнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: