Сувар

Тутарстанра та суйлав

Республикăра паян пурӗ 275 суйлав участокӗ тата 52 территори суйлав комиссийӗ уçăлнă. Суйлава республикăра Сарман районӗсӗр пуçне мӗнпур район хутшăнать.

Паян, сентябрӗн 9-мӗшӗнче, Раççейре пӗрлехи суйлав кунӗ. Тутарстанра та вырăнти хăйтытăмлăх управленийӗсен органӗсен депутачӗсен хушма суйлавӗ. 246 мандата пурӗ 604 кандидат тăратнă. Суйлав паян ирхине 7 сехетрен пуçласа каçхине 20 сехетчен пырать. Республикăра пурӗ 275 суйлав участокӗпе 52 территори комиссийӗ уçăлнă. Суйлава республикăра Сарман районӗсӗр пуçне мӗнпур район хутшăнать.

Хусанта 35 суйлав участокӗ ӗçлет. Пӗтӗм суйлав участокӗнче суйлав комиссийӗн протоколӗсен даннăйӗсене хăвăрт шута илмелли технологипе усă кураççӗ.

Теги: выборы
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: