Сувар

Тутарстанра тепӗр чăваш ялӗ тупăнчӗ

Ялти 71 çынтан 30-шӗ чăваш тесе çыртарнă хăйсене иртнӗ переписьре.

Мензеле хулинчен 23 çухрăмра Карам Азиково ятлă пысăках кăна мар ял пур. 1762 çулти хутсем çинче вăл Чăваш Каран ятпа çырăнса юлнă. Халӗ çак ял Юшадă ял хутлăхне кӗрет. Ялти 71 çынтан 30-шӗ чăваш тесе çыртарнă хăйсене иртнӗ переписьре.

Эпир вăл ялта пӗрре те пулса курман. Тӗлпуласчӗ унти чăвашсемпе.

1978 çулта Г.М.Макаров çак ялта пулса чăваш юррисене çырса илет. Ăна 1909 çулта çуралнă Анастасия Акимова, 1915 çулта çуралнă Мария Андреева, 1905 çулта çуралнă Прасковья Саранова хӗр йӗрри юрласа параççӗ. Çак юрă çинчен каласа пама вара вӗсем тутрала каласа параççӗ. Сăмах май, юрăра тутар сăмахӗ те пур. Кӗтес сăмаха юрăра «пӗçмек» тесе юрлаççӗ. Акă унăн тексчӗ.  

 

Ай-хай, ырă аттеçӗм,

Ай-хай ырă аннеçӗм.

Тăватă пӗçмек* пӳртӗнтен

Пӗр пӗçмекне хӗрхентӗн.

Вун икӗ хăма саккăнтан

Пӗр хăмăна хӗрхентӗн.

Эс пӗр кашăк хыпнă чух

Эп ик кашăк хыпрăм-ши?

Эс пӗр чӗлӗ çинӗ чух

Эп ик чӗлӗ çирӗм-ши?

Пӳрт хыçӗнчи вӗллӗре

Пылӗ çукран сутртăр-им?

Пукане пек хӗрӗре

Çăкăрăр çукран сутрăр-и?

Атте анне юлашкине йӗреп,

Çамрăк ача сассипе.

Юрра «Вконтактере» Константин Малышевăн страницинче итлеме пулать: https://vk.com/im?peers=39642425_33375735&sel=91167318

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: