Сувар

Тутарстанра вăрçă ветеранӗсем 100-шер пин тенкӗ илӗç

Рустам Минниханов йышăнăвӗпе 34 пин ветеран хушма пулăшу илме тивӗçет.

Тутарстанра пурăнакан Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин мӗн пур ветеранӗ Çӗнтерӗвӗн 75 çулхи юбилейӗ тӗлне 100-шер пин тенкӗ илӗç.

Çак хисеп федераллă тата регионри тӳлевсене хушсан пулать. Кун çинчен паян Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Балтаси районӗнчи Халăхсен туслăхӗн музейӗнче пулнă вăхăтра пӗлтернӗ.

Вăрçă инваличӗсене, ветаранӗсене, çул çитмесӗр концлагерьсенче тертленнисене, блокадăри Ленинградра пурăннисене парăнакан федераллă тӳлевсем çумне республика Президенчӗ 25-шер пин тенкӗ хушса тӳлеме йышăннă. Тыл ӗçченӗсемпе вăрçа хутшăннисен тăлăх арăмӗсем федераллă тӳлев çумне республикăран 5-шер пин тенкӗ хушма тӳлев илӗç.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: